Пысӑк ҫитӗнӳсем пулччӑр!
Ҫӗпрел районӗнчи шкулсенче юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулне кӑҫал Çӗпрел районӗнчи вунпӗрмӗш класра вӗренекен 65 тата тӑххӑрмӗш класра вӗренекен 194 ача вӗҫлет. Вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав – пысӑк пулӑм.
Ку вӑл пӗр вăхăтрах хумхантаракан, савӑнӑҫлӑ, ҫав вӑхӑтрах салхуллă кун та, мӗншӗн тесен шкул пурнӑҫӗ, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе, хаваслӑ та пӗлтерӗшлӗ самантсемпе пуянскер, хыҫа юлать. Пулас ҫитӗнӳсемпе ăнăçусем патне пӗрремӗш утӑм тунӑ ӗнтӗ, умра – професси тата пурнӑҫ ҫулне суйласси пирки çирӗп, яваплӑ йышӑнусем тума вӑхӑт.
Шкултан вӗренсе тухакансемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене уяв ячӗпе район ертӳҫисем саламларӗҫ, вӗренекенсене хӑйсене шанма, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама сунчӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ырӑ йӑлапа, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче иртнӗ уявра хутшӑнчӗ. Шкултан вӗренсе тухакан каччăсемпе хӗрсене аслӑ шкулсене вӗренме кӗрсе, специальность илме сунчӗ.
– Кирек ӑҫта кайсан та, кам пулсан та хăвăра пӗрремӗш пӗлӳ панӑ вӗрентекенсене, аçăр-аннӗрсене, хăвăр Ҫӗпрел районӗнчен пулнине асăрта тытăр. Эсир креативлӑ ӑру, ҫавӑнпа сирӗнтен ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, пысӑк ăнăçусем кӗтетпӗр. Ăнăçăвăрсемпе мӑнаҫланмалăх пултăр, – терӗ вӑл.
Уяв мероприятийӗсенче асаилӳсене те ҫӗнетрӗç, вӗренӳре малта пыракансене парнелерӗç. Юлашки шӑнкӑрав уявӗ юрӑ-кӗвӗсемпе çыхăнса пычӗ. Мероприятийӗн тӗп геройӗсем ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене чуна витерекен юрӑсемпе поэзи йӗркисем урлă тав сӑмахӗсем каларӗҫ.
Умра вара, шкул пӗтерекенсене яваплă тапхăр – патшалăх экзаменӗсем, пысăк ҫитӗнӳсем, пысăк ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Тӗп экзаменсем кӑҫал июнь уйӑхӗнче пуҫланӗҫ.
...Сывпуллашу пулнă май, шкул вальсӗ янӑрарӗ. Каччăсемпе хӗрсем юлашки хут шкул картишӗнче ҫаврӑнчӗҫ, куҫӗсем шывланчӗҫ... Çамрӑксем савӑнӑҫлӑ пулччӑр, умӗсенче ăнăçусем кӑна пулччăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев