Пушар служби – арҫынсен профессийӗ
Раҫҫей Пушар надзорӗн служби йӗркеленнӗренпе 377 ҫул ҫитрӗ
Пушар надзорӗн ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне ҫулсерен апрелӗн 30-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май, районти 114-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Паянхи кун районти 114-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗнче 40 район çынни вӑй хурать. Гарнизон йышӗнче тӑватӑ пушар служби – ҫӑлавҫӑсем, ЕДДС, Граждансен оборони тата районсен хушшинчи надзор ӗҫ-хӗлӗн пайӗ – ӗҫлет. Пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме районта тата ял тӑрӑхӗсенче ирӗклӗ пушар хуралӗ те пур.
114-мӗш пушарпа ҫӑлав гарнизонӗн ӗҫ-хӗлӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри – ҫутҫанталӑк инкекӗсене тата техногенлӑ аварисене асӑрхаттарасси, пушарсене профилактикӑласси, ҫавӑн пекех шыв объекчӗсенче халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе мероприятисем ирттересси.
Пушар сӳнтерекенсен смени талӑкӗпех пырать. Кунта пулса курнӑ хыҫҫӑн, ку ӗҫ вырӑнӗ кӑна маррине ӑнланатӑн. Организацире ӗҫченсене талӑкӗпех дежурствӑра тӑма пур условисене те туса панӑ. Пушар сӳнтерекен машина хӑй кăна та пӗр оборудовани склачӗ тейӗн: ахаль огнетушительтен пуҫласа хӗснӗ сывлӑш баллонӗсем, пысӑк температурӑна та тӳсӗмлӗ тум, мӑлатуксем, вӑрӑм ҫанӑсем (халӑхра шланг), алӑксене уҫса кӗмелли ятарлӑ хатӗрсем таранах...
Уяв ячӗпе пушар сӳнтерекенсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, пай пуҫлӑхӗ Александр Мердеев саламларӗҫ, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав турӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ҫемье телейӗ сунчӗҫ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче наградӑсем те пачӗç: Раҫҫей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗн пушарпа ҫӑлав отрячӗн 8 пушарпа çăрав отрячӗн 114-мӗш пушарпа ҫӑлав подразделенийӗн ертӳçи Александр Витальевич Мердеев, пушар сӳнтерекенсем: Алексей Николаевич Хрисанов, Владимир Хамисович Сабитов, Сергей Владимирович Ишмуков район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗçлӗ пулчӗç; пушар автомобилӗсен шоферӗсене: Ришат Фазылзянович Садыкова, Олег Валерьянович Петрянкина, пушар сӳнтерекен Николай Евгеньевич Фадеева районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин Тав ҫырӑвӗсене пачӗç. Пушарпа ҫӑлав чаҫӗн ветеранне Мидихат Абзалович Залялова «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе – 95 ҫул» юбилей медалӗпе чысларӗç.
Малалла тăсса
Районӑн 114-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗнче 3 единица пушар автоцистерни, оперативлӑ автомобиль, «КамАЗ» автомобиль, уй-хир кухни, «Хонда» тата «Чемпион» пушар сӳнтерекен мотопомпӗсем, газпа тӗтӗмрен хӳтӗлекен служба посчӗ пур. Чаҫри ҫыхӑну пунктне ҫӗнӗ компьютер технологийӗсемпе тивӗҫтернӗ. Пушар сӳнтерекен часть аварипе ҫӑлав ӗҫӗсене пурнӑҫлама аттестаци илнӗ. Сменӑра 8-9 ҫын дежурствӑра тӑрать, вӗсем тӗрлӗ аварипе инкек килсе тухнă çӗре ҫӳреççӗ, тӗрлӗ тӗрӗслевпе профилактикăсем ирттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев