Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурте пӗрле – ҫӗнтерӳшӗн!

Ыр кăмăллăх акци

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннисене-ентешӗмӗрсене пулӑшу парас тӗллевпе районта ыр кӑмӑллӑх акцийӗ пуҫланчӗ. 
Ырă чунлă халӑх пӗрлешсе, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗмӗрсене пур енлӗн пулӑшу кăтартать. Хӑшӗ-пӗри гуманитари пулӑшӑвӗ валли куллен кирлӗ пулнă япаласем пухассине йӗркелет, хӑшӗсем тата пуçтарăнса, килти лапша касаççӗ, ӑшӑ нускисем ҫыхаççӗ тата ытти те.  Çак япаласене ятарлӑ штабра пуçтарса, ҫар ҫыннисене тӑтӑшах ӑсатса тăраççӗ. 

Ҫар ҫыннисем патне черетлӗ çулçӳреве июнь уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫавна май, «Созидание»  ҫамрӑксен клубӗнче гуманитари пулӑшӑвӗ пухассине йӗркеленӗ.

Ентешӗсене пур енлӗн пулӑшу парас текенсем ҫак адреспа:     
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Центральная урамӗ, 12а ҫурт, 08:00 сехетрен пуҫласа 16:00 сехетчен килме пултараççӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 (843-75) 2-29-22.
Укҫа-тенкӗ енчен «Благодарение» ыр кӑмӑллӑх фончӗ урлӑ та пулӑшма пулать. 

Реквизитсем:
Банк Получателя – отделение №8610  Сбербанка России г.Казань
БИК 049205603
К/с 30101810600000000603
Р/с 40703810162250006303
ИНН 1617004783.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан çар çыннисемшӗн-ентешӗмӗрсемшӗн тӑван енчен килнӗ кашни хыпар, кашни пулӑшу вӑл – пысăк савӑнӑҫ, паттӑрлӑх тума стимул пулса тăрать. Пӗрле пулар, май пулнă таран пулӑшу парар, Тӑван çӗршывăмăра хӳтӗлекенсем ырă-сывӑ таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтер.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев