Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурте пӗрле – çӗнтерӳшӗн!

Ыр кăмăллăх

Асаннесем пире ача чухнех ҫынна ырӑ тума вӗрентнӗ. Çын йывăр лару-тăрăва лексен пулӑшу аллине пама ӑс парса вӗрентни, пурнӑҫра кирлӗ пулаҫҫӗ. Ан тив, пысăк пулӑшу пулмасан та, мӗн вӑй ҫитнӗ таран кашни ҫынах йывӑр чухне пулӑшу аллине тӑсатех.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Упи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, аякри хуласенче вырнаҫнӑ ентешсем те аяккинчен нихăçан та пӑрӑнса юлмаҫҫӗ. Тылрисем яланах пулăшса тăни кашнинех паллă. Укҫа-тенкӗ пуҫтарас тесен ятарлӑ счет ҫине куҫарса параҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче салтаксем ыйтнипе дизель генераторӗ валли хăварт хушăра пуçтарса та пачӗç, заказ парса туянса хучӗç. Ырӑ чунлӑ ҫынсем хастар хутшӑнчӗç. Ырӑ чӗресемшӗн, ырӑ ӗҫсемшӗн кашнинех тав тумалла. Пӗр-пӗрне ӑнланса пурăнмалла паянхи саманара. Ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑха сыхлакан салтаксене пулӑшсах тӑмалла. Тӑван енрен пулӑшу ҫитни ҫӗнтерме пулӑштӑрах. Ырӑ-сывӑ таврӑнмалла пулччӑр.

Ялта йӗркеленнӗ «Ырă чӗррелисем» волонтёрсен ушкăнӗ  пирӗн хӳтӗлевҫӗсене пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Ак нумай пулмасть ҫар ҫыннисем валли пылак кучченӗç – чак-чак хатӗрлесси пулчӗ. Гуманитари тиевӗ кайиччен хатӗрлесе çитерме шантарчӗç. Каланă – тунă. Хӗрарӑмсем мӗн кирлине пӗтӗмпех илсе килчӗҫ. Пӗрисем чуста ҫӑрчӗҫ, теприсем ӑна ҫӳхе йӑрӑмсемпе турарӗç, ӑшаларӗҫ, виççӗмӗшсем пылпа хутӑштарчӗҫ, хатӗр тутлӑ апата контейнерсем ҫине тирпейлӗн вырнаçтарчӗҫ.

– Кашнийӗн хăйӗн тивӗçӗ. Цехри пекех ӗçлетпӗр, – палăртӗ Ирина Ярзуткина волонтерсен ертӳçи. – Кашни хӗрарăм  чунне парса тăрăшаççӗ.

Тутлă шăршă пӳлӗмре кăна мар, урамра та сарăлнăччӗ. Тепӗр кунне килти салма та хăвăрт хушăра хатӗрлесе хучӗç.

– Пылак кучченӗç гуманитари пулӑшӑвӗ кăна мар, тӑван килӗн ăшши пекех туйччăр, вӑл салтаксене вӑй-хал, ӗненӳ парать, – терӗç волонтерсем.

Нумаях пулмасть инҫе ҫултан, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухинпа пӗрле Алексей Ярзуткин, Михаил Ятманов тата Сергей Тихонов, пысӑк тивӗҫпе каялла тăван ене таврӑнчӗҫ. Хамӑрӑн хӳтӗлевҫӗсене гуманитари пулӑшӑвӗ, тӑванӗсенчен, юлташӗсенчен посылкӑсем леҫсе килчӗҫ.

– Салтаксемпе тӗл пулни, ӑшшӑн  калаçни, чун-чӗререн иртрӗ. Вӗсем пире кӗтнӗ, пулăшушăн савӑнчӗҫ. Пирӗн салтаксем ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене тата вӗсем валли гуманитари тиевӗ пухма пулӑшакансене пурне те тав тунине пӗлтерчӗç, кайса килсен.
Ҫавӑн пекех, ятарлă çар операцийӗнчи пирӗн салтаксем кашнинех пулӑшнӑшӑн, сӳрӗк мар кӑмӑллӑ ҫынсене тав тӑваҫҫӗ. Ҫак каччӑсене патриотла туйӑмсемшӗн, ыр кӑмӑлӗсемшӗн тата гуманитари тиевне вӑхӑтне шеллемесӗрех леҫсе килме хутшӑннӑшӑн уйрӑммӑн тав сӑмахӗ калатпӑр.

«Пӗччен сурсан типсе ларать, çӗр çын сурсан кӳлӗ пулать», – тесе пӗр ахальтен каламан ваттисем. Тылрисен пулăшăвӗ курăмлă. Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулать!

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев