Виктор Шушков хӑйӗн ӗçне социаллӑ контракт тӑрӑх йӗркеленӗ
Ӗçне юратса пурнăçлакан, тăрăшуллă ҫынсем телейлӗ те лайăх пурӑннине ăмсанмасăр тăма та май ҫук. Статьян геройӗ Виктор Юрьевич Шушков та ҫавăн пеккисенчен.
Виктор Юрьевич Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен. Ӗҫе хăнăхса ӳсесси, чи малтан, ҫемьере хывăнать. Вӑл тăрăшуллă, ӗҫчен ҫемьере чи асли пулса ӳссе çитӗнет. Ашшӗ – Юрий Викторович, амӑшӗ – Ираида Карповна, иккӗшӗ те районти ҫӗт-çу заводӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ.
Виктор вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, районти професси училищинче малалла вӗренет, ветеринар специальноҫне алла илет, унтан Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫлать. Ҫар служби хыҫҫӑн, телей шыраса, Ульяновск хулине кайса вырнаçать, стройкӑра вăй хурать. Анчах шавлӑ, кӗрлесе тӑракан хулан пурнӑҫне хӑнӑхаймасть Виктор, каллех тӑван ен таврӑнма шутлать.
– Мана хулари тӑвӑр хваттерте пурӑнма килӗшместчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ялта, ирӗкре, шӑплӑхра, уйрӑм ҫуртра ӳснӗ, ҫавӑнпа тӑван ене таврӑнса тӗпленме шутларӑм, – тет Виктор.
Вӑл районта нумаях пулмасть уҫӑлнӑ автомойкӑна ӗҫе вырнаçать, унта автомойка вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренет. Шӑпах ҫак ҫулсенче вӑл хӑйӗн ӗҫне уҫма шутлать те ӗнтӗ.
– Паллах, хӑвӑн ӗҫне пуҫӑнас тесен тӑкак нумай тӳсме тивет. Манӑн тусӑм районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗ урлӑ контракт туса, патшалӑхран пӗр-пӗр ӗҫ валли укҫа илме май пурри çинчен пӗлтерчӗ, – тет Виктор.
«Ӗҫчен ҫыншӑн ӗҫ тупӑнсах пырать», тенӗ пек, Виктор теветкелленме шутлать. Социаллӑ хӳтлӗх пайӗн специалисчӗсем ӑна мӗнле ӗçсем тумаллине ӑнлантараҫҫӗ, кирлӗ документсем пухма, бизнес-план тума пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла вара, вӑл 150 пин тенкӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ илсе, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен ҫын пек регистрациленет. Ҫак укҫапа вӑл машинаăсем уянать, майӗпен хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнать.
Кӑҫал, хӑйӗн ӗҫне малалла анлӑлатас тӗллевпе, районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пай урлӑ иккӗмӗш хут социаллӑ килӗшӳ тӑвать, документсем пухать, бизнес-планпа паллаштарать. Хӑйӗн ӗҫне малалла аталантарма Виктор патшалӑхран 350 пин тенкӗ илет.
Паянхи кун Виктор халӑха урай кавирӗсем, автомобильсем ҫӑвасси, сӗтел-пукана тасатасси пек ӗçлӗ пулӑшу кăтартать. Хӑйӗн транспорчӗпе вӑл палассене, кавирсене хуҫисенчен кайса илет, ҫӑвать, типӗтет, унтан хуҫисене каялла леçсех парать. Район центрӗнче палассене кайса илесси тӳлевсӗр пулсан, ял тӑрӑхӗсене кайсан тӑкаксен ҫак пайӗ те хушăнать. Машинӑсене кӑна мар, салона, ларкăчсене те ҫӑвасси пек ӗҫсене пурнӑҫлать. Килти ытти сӗтел-пукана, сӑмахран, дивансене те килсене кайсах тасатать.
Виктор, хӑйӗн ӗҫӗн ӑсти пулнисӗр пуҫне, вӑл ҫемьере хаклӑ мӑшӑр, хӗрӗсемшӗн тӗслӗхлӗ атте те. 2012 ҫулта вăл Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн хӗрӗпе Маринӑпа ҫемье ҫавӑрать. Марина районти лавккасенчен пӗринче ӗҫлет. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем виҫӗ ача ӳстереççӗ.
Хӗрӗсем: Олеся Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӑн 7-мӗш класӗнче, Валерия – 5-мӗш класра пӗлӳ илеççӗ, кӗҫӗнни – Кира хальлӗхе «Сказка» ача садне ҫӳрет.
Вӗсем 11 ҫул каялла «Дача поселокӗ» текен Кивӗ Çӗпрел ялӗнче кил-çурт çавăрма шутлаççӗ, стройка пуçласа яраççӗ. Хальхи вӑхӑтра унта пурӑнаҫҫӗ.
«Ӗҫӳ пурри – пысӑк телей», текен сăмахсем шăпах Виктор çинчен каланă пекех.
Паян унӑн чунне канлӗх паракан ӗç тата таянăçӗ – ҫирӗп ҫемйи пур. Чи кирли вара – халӑх унӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ тата ăна тав тӑвать.
Нет комментариев