Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурнӑҫри тӗллев — яланах ҫӗнтересси!

Кашни ҫын ҫӗр ҫинче хӑйшӗн, ҫемйишӗн тата Тӑван ҫӗршывшӑн тӗрлӗ пурнӑҫ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пурӑнать

. Ача ҫуралсанах Турӑ ӑна хӑш ҫулпа каймаллине, пурнӑҫра мӗнле статуса тивӗҫмеллине пайласа парать тесе ахальтен каламаҫҫӗ ҫав ваттисем. Ун пек тӗслӗхсем ҫӗр ҫинче сахал мар: эсӗ пӗр пурнӑҫ йӗркине хатӗрленетӗн, ҫӳлти Турӑ сана урӑх ҫулпа та яма пултарать.

1994 ҫулхи сентябрӗн 3-мӗшӗнче Ульяновск облаҫӗнче çуралнă, кайран Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче, мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ çӗрте пурăнма тӳрӗ килнӗ Николай Фадеевпа та шӑпа ҫаплах пулса тухать. 2002 ҫулта Николайӑн ашшӗ-амӑшӗ яла унăн аслашшӗ патне пурӑнма куҫса килеççӗ. Çав çулхи сентябрь уйӑхӗнчен вӑл Матак вӑтам шкулӗнче 2-мӗш класне вӗренме пуçлать. Ҫак самантран вара унӑн пурнӑҫӗ йӑлтах улшӑнать, ара, ҫав ҫулах ун телейне ялти шкулта пиҫиххипе ҫыхса кӗрешмелли спорт секцийӗ уҫӑлать. Николай ҫак секцие темиҫе хут та килет (кӗрешӳ ӑна килӗшет), вăл спортӑн ҫак тӗсӗпе кӗрешекенсен секцине ҫӳреме пуҫлать. Ҫулталӑк ҫурӑран, 2004 ҫулхи май уйӑхӗнче, Николай Фадеев 3-мӗш класра вӗреннӗ чухне Совет Союзӗн Геройне С. А. Уганина асӑнса ирттернӗ регионсен хушшинчи турнирта 20 килограмма çитичченхи виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑна йышӑнчӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл хӑйӗн виҫе категорийӗсенче никама та призлӑ вырӑнсем памарӗ. Астӑватӑп-ха, ноябрӗн 4-6-мӗшӗсенче Ульяновскра пиҫиххипе çыхăнса кӗрешмелли ӑмӑрту иртрӗ, вӑл вӑхӑтра Николай 24 кг таятчӗ, хӑйпе ӑмӑртакансенчен 4 килограма сахалрах (28 кг таран) уйрӑмлӑхпа кӗрешрӗ, анчах парӑнмарӗ, 2-мӗш вырӑна йышӑнчӗ. Интереслӗ, ӑмӑрту хыҫҫӑн Саплык пӑрӑнчӑкӗнчен Матака ҫити кӗрхи пылчӑклă çулпа 20 ҫухрӑма яхӑн утрăмăр. Ун чухне те Николай хӑй ывӑнни ҫинчен пӗр сӑмах та каламарӗ. Юрать-ха тепӗр кунне шкула каймалла марччӗ, мӗншӗн тесен кӗрхи каникул пуçланчӗ. Эпӗ Николайăн ашшӗпе амăшӗнчен унăн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлтӗм. Вӗсем вӑл ҫак ӑмӑртӑва ахальтен кайманни, ывăлӗ Ульяновскран медальпе таврӑннишӗн савӑнни ҫинчен каларӗҫ!

Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем тренировкӑсенче хӑйсен спорт характерне куллен пиҫӗхтерчӗç. Николайӑн та хӑйӗн спорт характерӗ туптанчӗ: «Яланах ҫӗнтермелле!». Николай Фадеев ҫулсерен хӑйӗн спорт разрядне лайӑхлатса пычӗ, шкул пӗтериччен спорт нормативне пурнӑҫласа, пиҫиххипе ҫыхса кӗрешес енӗпе спорт мастерӗ пулса тӑчӗ. Вӑй, характер, парăнманни, ҫаврӑнӑҫулӑх — чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗн пахалӑхӗсем, Николай та ытти спортсменсенчен çавна май уйрӑлса тӑчӗ. Ҫак спорт пахалӑхӗсене пула вӑл яланах, пур ҫӗрте те ҫӗнтерме пултарчӗ. 
2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл Матак вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухрӗ, вӗсем пурӗ ҫиччӗнччӗ: икӗ каччӑ тата пилӗк хӗр, вӗсенчен пӗри Вероника ятлӑччӗ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах вӑл яланах айвантарах ачасене хӳтӗлесе пычӗ. Унӑн хушамачӗ яланах пултаруллӑ спортсменсен хушшинче тӑчӗ. Ҫав ҫулхи декабрӗн 13-мӗшӗнче вара ӑна васкавлӑ ҫар хӗсметне чӗнтерчӗç. Савнийӗ Вероника ӑна ҫара ӑсатрӗ, ҫырусем ҫырса тӑчӗ. Малтан Николай Орел хулинчи вӗренӳ уйрӑмне лекет, 6 уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн ăна Балашиха хулинчи спецназа яраççӗ. Служба ҫӑмӑл пулмасть, анчах спортсмен ҫарти йывӑрлӑха ҫӑмӑллӑн та паттӑррӑн чӑтса ирттерет, кун пирки нихӑҫан та, никама та каласа кӑтартмасть. 

Ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн, ашшӗпе пӗрле агрофирмӑна тракторист пулса ӗçе вырнаçрӗ. Ӗҫӗ йывӑр та тусанлӑ пулсан та, ӑна ӗҫ килӗшет. 2017 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче шкул саккинчен туслӑ пулнă, хӑйӗнпе пӗр класра вӗреннӗ Вероникӑпа мăшăрланса, çемье çавăрчӗ. Ашшӗпе амăшӗ, тӑвансем пулӑшнипе йывӑҫ ҫурт туса лартрӗç, кил-хуҫалӑх йӗркелерӗç. Ҫамрӑк ҫемье пурнӑҫӗнче йӑлтах йӗркеленсе пычӗ темелле, анчах апла малалла пулмарӗ çав... Çӗршывра ятарлӑ ҫар операцине кайма уйрăм мобилизаци пӗлтерчӗҫ, ыттисемпе пӗрле списокра Николай Фадеев хушамачӗ те пулчӗ. Раҫҫей гражданинӗ, запасри çар çынни пулнӑ май, вӑл кирлӗ япаласене майӗпен пуҫтарчӗ те 2022 çулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче ятарлă çар операцине тухса кайрӗ. Вӗсене малтан икӗ уйӑх сборнӑй пунктра ятарлӑ ҫар операцине хатӗрленӗ, ун хыҫҫӑн, мӗнпур кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерсе, Херсон облаҫне ӑсатаççӗ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунччен Николай 1233-мӗш мотострелоксен полкӗнче службăра тӑрать. Унпа юнашар пирӗн районтан кайнă темиҫе ҫын ҫапӑҫать, вӗсем пӗр-пӗрне яланах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. 

Николай пурнӑҫра яланах ҫӗнтерме хӑнӑхнӑ. Вӑл халӗ те пысӑк шанӑҫпа хаяр тӑшмансемпе паттӑрӑн, вӑй-халне парса ҫапӑҫать. Пӗтӗм Европа пирӗн Раҫҫей салтакӗсене хирӗҫ пулнине пӑхмасӑр, Николай пирӗн салтаксем хаяр тӑшмана ҫапса аркатасса, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пирӗн пуласса шанса, хӑйӗнчен пай кӗртет. Паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗхшӗн, хӑюлӑхпа хастарлăхшӑн Николай Фадеев1925 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Патшалӑх наградипе — Суворов медалӗпе наградӑланать. Наградӑна ятарлă çар зонинче, уй-хир условийӗсенче параççӗ. 

Николая çуралнӑ кунӗ умӗн ҫар наградипе саламласа, ҫирӗп сывлӑх, телей, пуҫ тӑрринчи тӑнӑҫ тӳпе, ҫӗнтерӳпе, ырă-сывă таврӑнма сунас килет. Вӑл пирӗн ял каччи, вӑл пирӗн — Герой! Эпир унпа мухтанатпӑр, эпир унпа мăнаçланатпӑр!!!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев