Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пурнӑҫӑн пысăк парни

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ, ялăн хисеплӗ, аслă çулсенчи çынни Шафика Санатулловна Замдиханова 90 ҫул тултарчӗ.

Ҫак ҫул таранччен пурăннине вӑл пысӑк парне тесе шутлать.

— Ҫӑмӑл мар иртрӗ пирӗн пурнӑҫ. Ача чухне хаваслă самантсем пулманпа пӗрех, ҫамрӑклах кунӗн-çӗрӗн ӗҫлерӗмӗр. Унтан, плансене пурнӑҫланӑ май, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен нумай ӗҫлесе пурăнма тӳрӗ килчӗ. Курса, тӳссе ирттернӗ çав йывӑрлӑхсем, сăнавсем ӗнтӗ, ҫак ӳсӗмри ҫитӗнӳсен парни. Мухтав Турра, хальхи саманара лайăх пурăнатпăр: килте газ, шыв, ал ӗҫӗ те ҫукпа пӗрех, апат-ҫимӗҫ те, тумтир те ҫителӗклӗ, — тет ялăн ватă ҫынни.

Ашшӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине малтанхи кунсенчех тухса каять. Унтан таврăнаймасть, хаяр çапуçусенчен пӗринче пуçне хурать. Амӑшӗ, тӑватӑ ачипе пӗччен тăрса юлнӑскер, вӗсене пурне те пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратать. 

Шафика аппа пӗр ял ҫыннине качча тухать, ҫемьере тӑватӑ ывӑлпа хӗр ҫуралать. Колхозра тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗпе ӳснӗ ачисем те ялта тӗпленсе юлаççӗ: шоферсем, трактористсем пулса ӗҫлеççӗ. Хальхи вӑхӑтра тӗпчӗк ывăлӗ амӑшӗн тӗрекӗ тата канашҫи.

— Хисеплӗ Шафика Санатулловна, сире сумлă уяв ячӗпе саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, ачусемпе мӑнукусен тимлӗхне туйса пурăнма, телейлӗ ватлӑх сунатпӑр, — тесе саламларӗҫ ӑна ҫак илемлӗ кун районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гумар Халитов.

Уява тата та туллилентерсе, хаклӑ амӑшӗ патне ачисемпе мӑнукӗсем пухӑнчӗç. Тулăх сӗтел хушшинче иртнӗ ҫулсем ҫинчен сӑмах пычӗ, Шафика аппана чи ӑшӑ сунăмсем сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев