Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурнăçпа вилӗм хушшинче

Çын пурнӑҫне ҫӑласси – хисепе тивӗçлӗ чӑн паттӑрлӑх тата врачшăн вӑл кулленхи ӗҫ.

Врач профессийӗ обществӑра яланах уйрӑм вырӑн йышӑннӑ, Сократ шучӗпе, çак професси çынна чӗре ыйтнипе парăнать, пысӑк яваплӑх ыйтать.

Наталья Синдюкова та ҫак професси мӗн тери йывăр пулнине, тăрăшулăх ыйтнине пурнӑҫне врач ӗҫне халалланӑ ҫывӑх ҫыннисем урлă питӗ лайӑх ӑнланать. Çавăнпа та юрист пулма хатӗрленнӗ çӗртен вӑл медицина енӗпе Ульяновскри патшалӑх университетне ҫул тытать. Ăна вӗçлесе, Хусанти патшалӑх медицина академийӗнче ординатура пӗтерет, анестезиолог-реаниматолог специальноҫне алла илет.

Наталья Андриановна ӗҫ ҫулне  районти тӗп больницăра пуçласа ярать. Унтан пӗр çулталăк Хусанти 7-мӗш клиника больницинче опыт пухать, каярахпа тӑван енне – районти тӗп больницӑна таврӑнать.

Унӑн пациенчӗсем наркӑмӑшланнӑ, ҫул ҫинчи инкексем тата ытти йывӑр лару-тӑру хыҫҫӑн килнӗ ҫынсем. Ҫавӑнпа реаниматологсене час-часах пурнӑҫпа вилӗм хушшине палӑртакан «пирӗштисем» теҫҫӗ.

Çамрӑк специалист пулин те, Наталья Синдюкова хӑйӗн профессионализмӗпе уҫӑ кӑмӑлне пула пациентсен шанӑҫне, ӗҫтешӗсен хисепне ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ.

Наталья Андриановна:

«Шел те, тепӗр чухне пациентсем ӗмӗрлӗхех куҫ хупнине курма та тӳрӗ килет», – тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев