Пурнăç сукмакӗпе – 70 ҫул
Пархатарлă туй
Ватлăх кунсенче ачасен, мӑнуксен савӑнӑҫне
мӑшӑрпа пӗрле пайлани пысӑк телей вăл.
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Минкинсем – районти хисеплӗ, тӗслӗхлӗ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫемьесенчен пӗри. Ҫак кунсенче вӗсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗç.
Унсӑр пуҫне, 2026 ҫулăн январь уйӑхӗ Минкинсемшӗн икӗ хут асра юлмалăх. Ҫак уйӑхра Фагима Гиниятовна 90 ҫул та тултарчӗ. Ҫитес ҫул хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне Султан Кадырович та палăртса ирттерӗ. Ҫемьери савӑнӑҫлӑ пулӑмсем ачисемпе, мӑнукӗсемпе, хӑнасемпе тулӑх кӗрекере иртрӗç.
Минкинсене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров юбилейлӑ туй кунӗпе тата Фагима Гиниятовнана 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗ, ăшă сунăмӗсене пӗлтерчӗ.
– Эсир районта 70 ҫул пӗрле пурӑнакан пӗртен-пӗр мӑшӑр. 90 ҫула ҫитни те – шӑпан чӑн-чӑн тавӗ. Сире ăмсамастпӑр, хисеплетпӗр. Малашне те пурнӑҫӑр илемлӗ, лӑпкӑ пултӑр, сывӑ пурӑнӑр, – терӗ вӑл.
Фагимапа Султан Минкинсене, çаплах, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова тата Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ.
Фагима Гиниятовнапа Султан Кадырович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тата ҫӗршывăн вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫӗнетӳ тапхӑрне иртнӗ ӑру. Фагима аппан ашшӗ вӑрҫа тухса каять, унтан аманса таврăнать. Ашшӗ таврӑнсан, часах унӑн амӑшӗ ҫӗре кӗрет. Ҫичӗ класс пӗтерсен хӗр Тутар АССР Буденновский районӗн ял хуҫалӑхӗнче машинистка пулса ӗҫе вырнаçать.
Минкинсен юрату историйӗ 1955 ҫулта пуҫланать. Часах, 1956 çулхи январӗн 28-мӗшӗнче, Фагима аппана мӑшӑр лаша ҫине лартса, Султан пичче ăна тӗп никӗсе, кин пулма, илсе килет.
Иккӗшӗн те ун хыҫҫӑнхи ӗҫ ҫулӗсем XXII Партсъезд ячӗллӗ колхозра иртеççӗ. Султан пичче бригадир та, мастер-юсавҫӑ та, тракторист-комбайнер та пулнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, колхозри яваплӑ ӗҫсене ӑна шаннӑ, панӑ. Фагима аппа ӗмӗрӗпех колхозра чӗкӗнтӗр ӳстерес ӗçре хутшăннă.
– Ывӑлăмсем те, хӗрӗмсем те ашшӗпе тата манпа юнашар пулчӗҫ, чӑннипех ял ӗҫне хăнăхса ӳсрӗç, – тесе калаçрӗ Фагима аппа.
Тӑватӑ теçетке çула яхӑн ӗçре иккӗшӗ те, тивӗҫлӗ наградӑсем илсе, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе палӑрса тăраççӗ Минкинсем.
Çавна май, вӗсен ывӑлӗ Иршат: «Матик пирӗн алăран кайман, çапла ӳснӗ. Мӗн ачаран, кӗҫӗн классенчен ӗҫлеме пуҫларăмăр чӗкӗнтӗр ани çинче, аслӑ классенче вара 5-6-шар гектар уйӑрса паратчӗç, – тесе аса илчӗ. – Пире мӗн пӗчӗкрен ӗҫе, дисциплинӑна, яваплӑха вӗрентрӗç».
Минкинсем пăхса ӳстернӗ – виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр, пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ, республикӑра тӗрлӗ пысӑк должноҫсем йышӑнаҫҫӗ. Аслашшӗпе асламăшӗн, кукашшӗпе кукамӑшӗн 7 мӑнук тата виҫӗ кӗçӗн мӑнук пур.
70 ҫул пӗрле пурӑннине «Пархатарлӑ туй» та теççӗ.
– Пурнӑҫ тӗрлӗрен пулать. Килӗштерсе пурӑнтӑмӑр. Йывăрлăхсене пурне те пӗрле ҫӗнтертӗмӗр. Хуняçа, хуняма ачасене воспитани парас енӗпе тӗрев пулчӗç. Султан та питӗ ӗçчен пулчӗ, питӗ лайӑх пурӑнтăмăр, – тет Фагима аппа.
Тăхăрвунă çул урлă каçнă Фагимапа Султан Минкинсем ӳпкелешме пӗлмесӗр, кашни ӗçе пӗрле пайласа, паян та пурнӑҫ хакне пӗлсе пурăнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ачисенчен тимлӗх, хисеп курса, пулăшăвӗсене туйса пурнăç сукмакӗпе малалла утаççӗ. «Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ никӗсӗнче сапăрлăх тăрать», – теҫҫӗ вӗсем, ҫемье ҫавӑракан ҫамрӑк мӑшӑрсене те çавна сунаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев