Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурнăç çулӗсем – чӗрӗ истори

Пӗтӗм пурнӑҫне ырми-канми ӗҫе халалланӑ районти аслă çулсенчи çыннăмăрсене юбилейлӑ ҫуралнӑ кунӗсемпе саламларӗҫ

Аслӑ Аксу ялӗнче пурӑнакан хисеплӗ вӗрентекен Мария Степановна Лухманова хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне пысӑк ҫемьере кӗтсе илчӗ.

Мария Степановнан историйӗ – вăл пӗр хӑюллӑ утӑм пӗтӗмпех улӑштарма пултарни ҫинчен калакан истори. Вăл Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнчен вӗренсе тухсан, 1959 ҫулта, ҫамрӑк специалиста направленипе уншăн аякра пулнă Ҫӗпрел районне яраççӗ. Çапла вара, 1959 ҫулхи август уйӑхӗнче, Мария Колочкова (вӑл вӑхӑтра ҫак хушаматпа ҫӳренӗ) Анат Чакăри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта ӗç çулне пуçласа ярать.

Кунта ӑна ҫамрӑк физика учителӗ, кӗҫех шкул директорӗ Виктор Павлович Лухманов асӑрхать. 1960 ҫулта вӗсем чӗрисене кӑна мар, професси ҫулне те пӗрлештерсе, ҫемье ҫавӑраççӗ. 1963 ҫултан пуçласа, кивӗ шкул никӗсӗ çинче Кивӗ Чакă сакӑр ҫул вӗренмелли шкул йӗркеленсен, мӑшӑрсем унта пӗрле ӗҫлеççӗ: Виктор Павлович — директор, Мария Степановна — химипе биологи вӗрентекенӗ.

Çав ҫулсенче шкулта 360 ача таран вӗреннӗ, классем параллельлӗ пулнӑ, уроксем вара йӗркеленӗ пӳлӗмсенче тата ӗлӗкхи чиркӳ ҫуртӗнче иртнӗ. Директор Виктор Лухманов пурлӑх никӗсне ҫирӗплетме мӗн кирлине пӗтӗмпех тăвать, ҫӗнӗ классем, оборудовани туянаççӗ. 1964 ҫулта вара, Мария Степановна пуҫарнипе, шкул ҫумӗнчи участокра улма-ҫырла сачӗн никӗсне те хываççӗ, вӑл шкулӑн чӑн-чӑн илемӗ тата мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑрать. Ҫак сад – унӑн ӗҫченлӗхне, хӑйӗн ӗҫне юратнине çирӗплетекен чӗрӗ палӑк.
Мария Степановнӑн професси ҫулӗ мăшăрӗн кун-ҫулӗпе уйрӑлми ҫыхӑнса пырать. Вӗсене пурнӑҫ кирек ӑҫта илсе çитерсен те – Виктор Павловичӑн районти çутӗç пайӗн начальникӗ, колхоз председателӗ е Аслӑ Аксу шкулӗн директорӗ пулма тӳрӗ килсен те – Мария Степановна яланах юнашар пулать, педагог, кил вучахӗн управҫи тата шанчӑклӑ тыл пулса юлать.

Ҫак ҫемьен тӗп пуянлӑхӗ – ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ пилӗк ача. Аслӑ хӗрӗ Антонина шкулта 30 ҫул ытла ачасене пӗлӳ парать, ывӑлӗ Валерий техникумра ӗҫлет, кӗҫӗн хӗрӗ Надежда Аслӑ Аксу шкулӗнче хими предметне вӗрентет. Паян Виктор Павловичпа Мария Степановнан 20 ытла мӑнукпа кӗçӗн мӑнук пур. Иртнӗ çул мӑшӑр пӗрлешнӗренпе 65 ҫул ҫитнине  – бриллиант туйне – паллӑ турӗ.

Ҫак кун районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов тата Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Митрошкин Мария Степановнана чечексем, парнесем пачӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, кил-тӗрӗшри хӑтлӑха, тӑванӗсен тимлӗхне тата вӑрӑм кун-ҫул сунчӗҫ.

Виктор Лухманов – районăн  легендарлă ҫынни. 52 ҫул ӗҫ стажӗ пулнă ӗç ветеранӗ çутӗç пайӗн начальникӗ тата колхоз председателӗ таран ҫул иртнӗ. Ӑна «Хисеп Палли» орденпа, медальсемпе чысланӑ, 2019 ҫулта вара «Ҫӗпрел районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫрӗ. Анчах Лухмановсем хӑйсен чи пысӑк парнине – ҫирӗп ҫемье тата ял çыннисен хисепӗ тесе шутлаççӗ.
Ҫак тӗлӗнмелле мӑшӑр – пӗр-пӗрне, профессие тата тăван çӗре парăнса ӗçленин тӗслӗхӗ пулса тăрать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев