Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пурнӑҫ çулӗ тӗслӗх

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Гульзиган Шарафутдинова вӑрҫӑ ачи

Ҫак кунсенче  Гульзиган Шарафутдинова хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.  Хисеплӗ юбиляр районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫинчен Рустам Мухаметзяновран, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн Ӗç тӑвакан комитечӗн секретарӗнчен Гузель Заббароваран ӑшӑ саламсем   йышăнчӗ. 

Гульзиган Миначевна 1936 çулхи июлӗн 20-мӗшӗнче Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл 5 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Мӗн пӗчӗкрен вӑрҫӑ ҫулӗсенчи мӗнпур йывӑрлӑха тӳссе ирттернӗ.

1951 ҫулхине тăван ялӗнчи XXII Партсъезд ячӗллӗ колхозра доярка пулса ӗҫлеме пуçлать, унта çак ӗçе 46 ҫул пурнăçлать. Ун чухне фермӑра ӗҫ питӗ йывӑр пулнӑ, пур ӗҫе те алӑпа тунӑ. Фермӑран таврӑнсан та, килте мӗн чухлӗ ӗҫ кӗтет-ҫке. 
Ӗҫленӗ вӑхӑтра Гульзиган Миначевна хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать,  шанса панӑ ӗçе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнăçлать, дояркӑсем хушшинчи социализмла ӑмӑртусенче  хутшӑнать, Хисеп грамотисене тивӗçлӗ пулать. 

1968 ҫулта пӗр ял ҫыннипе Камиль Шарафутдиновпа çемье çавăрать. Пӗрле вӗсем 33 ҫул пурӑнаççӗ, виҫӗ ача пӑхса ӳстереççӗ. Ачисем те ашшӗ-амӑшӗн  тӗслӗхӗпе ӗҫчен, сӑпайлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, вашават  пулса çитӗнеççӗ. 

Хисеплӗ ӗҫ ветеранӗ хальхи вăхăтра тӗп никӗсре ывӑлӗпе Рафаилпа тата кинӗпе Светланӑпа пурӑнать. Вӑл телейлӗ анне, асанне-кукамай: унӑн 7 мӑнук тата 6 кӗçӗн мӑнук пур.

– Ачасем, мӑнуксем мана питӗ лайăх пăхаççӗ, эпӗ вӗсене чунтан тав тӑватӑп, – тет Гульзиган Миначевна.

Ҫапла, вăрçă, вăрçă хыççăнхи çулсенче нушине тӳссе ирттернĕ çынсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр уй-хирте, заводсенче вăй хунă, мӗнпур йывӑрлӑхсене ҫӗршывпа пӗрле тӳссе ирттенӗ. Выҫлӑхӗ, тăхăнмалли енчен çитменлӗх пулсан та, чун-чӗрисенче ҫаплах пурӑнас вăй-хăват тапса тăнă. 

Паян вара, вӗсем телейлӗ ватлӑхра пурăнаççӗ. Илемлӗ, ăшă кил-ҫурчӗсем, юнашарах ачисем, мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем, инçетре пурăнаканнисем те килсе, халӗсене пӗлсе, пулӑшса тăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев