Тутарстан Республики тата Ҫӗпрел районӗн кунӗ ҫӗршер ҫынпа хӑнана пӗрлештерчӗ
Тӗп мероприятисем «Чупрэле» паркра иртрӗҫ. Уяв лаптăкӗнче районӑн наци культурине, йӑли-йӗркине, халӑх пултарулӑхне кӑтартакан илемлӗ хутлăх туса хунӑччӗ.
Районти çутӗç пайӗн, музей, библиотека, ачасен пултарулӑх çурчӗн, пенсионерсен союзӗн вырӑнти организацийӗн хастар ӗҫченӗсем кӗрхи курав хатӗрленӗччӗ. Мероприяти хӑнисене организаци представителӗсем тутар тата чӑваш халӑхӗсен тараватлӑхне, тӗрлӗ мастер-классем, ал ӗҫне тата кӗрхи тулӑхлӑха кӑтартма тӑрӑшрӗҫ.
Уяв представленийӗ «Халăхсен туслăхӗ» парадпа пуҫланса кайрӗ. Стартăн кульминацийӗ «Мин яратам сине Татарстан!» («Я люблю тебя Татарстан!») юрӑ – флешмоб пулчӗ – çакă Тутарстана, районăмăра юратнин гимнӗ пек янӑрарӗ.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров районӑн ӗмӗрхи историне, унӑн ҫитӗнӗвӗсене, унӑн иртнӗ кун-ҫулне палӑртрӗ, пуласлӑхӗ тата илемлӗрех пуласса шаннине пӗлтерчӗ.
– Эпир тӑван республикӑпа мăнаçланатпӑр. Тутарстан чылай кӑтартупа, пурнӑҫ шайӗпе тата экономика аталанӑвӗн хӑвӑртлӑхӗпе лидер регион пулчӗ, халӗ те ҫаплах. Унӑн аталанӑвне Çӗпрел ҫыннисем те тивӗҫлӗ пай кӗртеççӗ, малашне те ҫапла пултӑр, – терӗ вӑл.
Мероприяти вӑхӑтӗнче «Цильна» тата «Бикчуров Р.А.» хуҫалӑхсен ертӳҫисем Барис Гафуровпа Равиль Бикчуров пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртесси вӗҫленни пирки рапортсем пачӗç. Куракансене ҫӑкӑр-тӑварпа, наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлани кӑмӑллӑ самантсенчен пӗри пулчӗ. Ҫак йӑла Ҫӗпрел тӑрӑхӗн тараватлӑхӗпе уҫӑ кӑмӑллăхне символлать.
Программӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене чыслани уйрӑм вырӑн йышӑнчӗ. Сцена ҫинче хальхи вăхăтра ҫӗршывăмăрăн интересӗсене хӳтӗлекенсене пурне те тав сӑмахӗсем пулчӗç.
Мероприяти вӑхӑтӗнче, çаплах, патшалӑх тата ведомство наградисене парассин пӗр пайӗ те пулчӗ. Наградӑсене вӗрентӳ, ял хуҫалӑх, культура, энергетика, социаллӑ хӳтлӗх тата предпринимательлӗх сферин представителӗсем илчӗҫ.
Кăçалхи çул Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн Указӗпе пурнӑҫланнӑ «Электронлă хисеп хӑми» проектпа килӗшӳллӗн район çыннисем те Сертификатсем илчӗç.
Нумай çул районпа республика аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ аслӑ ӑрӑва та чысларӗҫ, парнесем пачӗç. Вӗсен хушшинче ял хуҫалӑх ветеранӗсем: Салют Саматович Ахметов «Тутарстан Республикин агропромышленность комплексӗн хисеплӗ ветеранӗ» кӑкӑр паллине тивӗҫрӗ. ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Тав ҫырӑвне Николай Иванович Еремова пачӗç.
Нумай çул хушши хăйсен ӗçӗсемпе муниципалитет историне тарăн йӗр хывнă культура ветеранне Мария Николаевна Бушуевана, çутӗç ветеранне Рафика Халиулловна Файзрахманована, ял хуҫалӑх ветеранне Рафаиль Латыпович Шараева «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» юбилей медалӗсемпе чысларӗҫ.
14 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк граждансем вара ҫак кун паспорт илчӗç. Уяв шайӗнче районти халӑх пултарулӑхӗн «Талантсен союзӗ» фестивальне хутшӑнакансене те чысларӗҫ.
Концерт программи куракансене манӑҫми туйӑмсем парнелерӗ. «Çӗпрел» халӑх ансамблӗ, «Тан» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ хӑйсен юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ, Ангелина Бильдякова вара хӑйӗн çепӗç юррипе куракансен чун-чӗрине парӑнтарчӗ. Районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсен «Ай, Çӗпрелӗм!» юрри каҫӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗ пулчӗ.
Акă çапла, пӗр сывлӑшпа иртнӗ уявра республикӑна, тӑван ҫӗре юратнине, унӑн историйӗпе культуришӗн мӑнаҫланнине пурнӑҫа кӗртрӗç. Унта хутшӑнакансем кӑмӑллă туйӑмлӑччӗ, кашниех хӑйсемпе пӗрле уявӑн асӑнмалӑх символне – Тутарстанăн тӗсӗсене кӗртнӗ хӑйӑвне – илсе кайрӗ.
Нет комментариев