Пултарулӑхӗнче Тукай йӗрӗсем
Конкурс
Хусанта Пӗтӗм Раҫҫейри ӳкерчӗкӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене, призерсене, лауреачӗсене чысламалли мероприяти иртрӗ.
Мероприятие тутарсен паллă поэчӗ тата писателӗ Габдулла Тукай ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.
Питӗ нумай талантлă çамрăксем хушшинче районти Кивӗ Кахăрлă вăтам шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекенӗн Айгуль Камалован ӗҫне уйрăмах палӑртрӗҫ.
Габдулла Тукай хайлавӗсене çутатас енӗпе творчествăлла ӑсталӑхшăн Айгуль конкурсăн лауреачӗ пулса тӑчӗ, ҫавӑн пекех, дипломпа, укҫа-тенкӗ сертификачӗпе парнеленчӗ.
Ҫамрӑк ӳнерҫӗсен конкурсне ăна тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗ Гулия Аббазова хатӗрленӗ.
Мероприяти «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проектне пурнӑҫланӑ май иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев