Пултарулӑха чӑрмав ҫук
Ăсталăх класӗ
Раҫҫейри Пенсионерсен совечӗн вырӑнти уйрӑмӗнче тӗрӗ ӑсталӑхӗ енӗпе мастер-класс иртрӗ. Мероприяти ал ӗҫӗ – кулленхи хобби кӑна мар, чун ăшшине çаврăннă çынсене пухрӗ.
Ҫӗнӗ Упи ялӗнче хăйӗн ӑсталӑхӗпе палăрнă Ирина Ярзуткина ку енӗпе хӑйӗн опычӗпе паллаштарчӗ.
– Пултарулӑхпа кирек хӑш ӳсӗмре те интересленме пулать. Кун валли паян пур май та пур. Интернет анлӑшӗнче те вӗренме пулать. Эпир, аслă çулсенчисем, тивӗҫлӗ канăва кайнисемпе, хамӑр уйрӑмра вырӑнти вӗрентекенсем пулӑшнипе ҫакӑн пек тӗлпулусем йӗркелеме тӑрӑшатпӑр. Кун пек мастер-классем – ҫӗнӗлӗхе вӗрентесси, канасси, хутшӑнасси, курса калаҫасси, – тет вырӑнти уйрăмӗн ертӳçи Дилюза Азизова.
– Эпир хамӑрӑн пултарулӑха уҫса хитре эрешсем тума вӗрентӗмӗр. Ачалӑхăмăра таврӑнтӑмӑр, ӗлӗкрех вӗт çак ӗçсемсӗр пуçне пурнӑҫа куҫ умне кӑларма та май ҫукчӗ, – шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарчӗ Гульсина Фаизова.
Мастер-класс ертӳҫи Ирина Ярзуткина:
– Манӑн тӗллев – хам мӗн пӗлнине кӑтартасси кӑна мар, аслисене пултарулӑх ӗҫне туртăнтарса хавхалантарасси те. Кашнин – хӑйӗн тӗнчи, хӑйӗн фантазийӗ. Чи пӗлтерӗшли те – чун-хавал çӗкленӳлӗхӗ, куҫсенче вара – савăнăç! Çавăнпа та, тӗлпулусене малалла та тӑсӑпӑр.
Пултарулӑх ӑрусене пӗрлештерет. Уйрăмăн ертӳҫи Дилюза Азизова малашне ҫамрӑксемпе те ҫакнашкал тӗлпулусем ирттерме планлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев