Пултаруллӑ вӗрентекенсен пултаруллӑ ачисем
Шкулсенче
Район хӑйӗн талантлă ҫамрӑкӗсемпе чӑннипех мăнаçланма пултарать.
Ҫак кунсенче Алешкин-Саплăк тата Чӑваш Çӗпрел вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсем Матвей Филипповпа Дмитрий Романов республикӑри «Физхим тата физмат – прорыв» проекта хутшӑнса, укҫан грантсене тивӗҫлӗ пулчӗç.
Проектăн тӗллевӗ –физикӑпа хими предмечӗсем енӗпе пултаруллӑ ачасене пулӑшасси. Ҫак гранта илме Матвее хими предмечӗпе Светлана Филиппова, физика предмечӗпе Фоат Валеев, Дмитрие математика вӗрентекенӗ Марина Аръяхова, физикӑпа – Андрей Салмин хатӗрленӗ.
– Мӗнле-тӗр ăнăçу çӗнсе илессишӗн, паллах, нумай вӗренмелле, нумай интересленмелле. Кӑмӑл пур чухне пурне те çӗнсе илме пулать. Паллах, вӗрентекенсене те пысӑк тав. Пур пӗлӗве те пире параҫҫӗ, вӗсемпе усӑ курасси ҫеҫ юлать, – тет Дмитрий Романов.
Çаплах, тӗрлӗ олимпиадӑсенче, конкурссенче ҫӗнтернӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн вӗренекенӗсен тата вӗсен преподавателӗсен ҫитӗнӗвӗсене те палӑртса иртес пулать. Ҫак кунсенче «Нобелевские надежды КНИТУ – 2026» республикӑри конкурсра наука ӗҫӗсене Рамиля Шараповапа Гульназ Ахметова сӗнчӗç тата пӗлӳ шайӗ пысӑк пулнине кӑтартрӗҫ. Ертӳҫи – химипе биологи вӗрентекенӗ Ирина Ильина.
Ирина Николаевна «Педагогические находки, авторские методы и приемы преподавания предмета» республика конкурсӗн III степеньлӗ дипломне тивӗҫрӗ. Çак наградăна «Физхим – прорыв: точка роста в школьном естественно-научном образовании» программӑпа килӗшӳллӗн пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев