Пулăшрӗç
Эпир, Упи ялӗнче çуралса ӳссе, тӗрлӗ еннелле салантăмăр.
Пӗртăванăмăр, ҫывӑх ҫынăмăр, Николай Владимирович Сюмма, ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнса, хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланă чухне паттӑррӑн пуçне хучӗ.
Эпир, Упи ялӗнче çуралса ӳссе, тӗрлӗ еннелле салантăмăр. Паянхи кун ялта тăван никӗсӗмӗр пушӑ, унта никам та пурӑнмасть. Пӗртăванăмăра юлашки çула ăсатассине район администрацийӗн, çар комиссариачӗн, ял тӑрӑхӗн представителӗсем пурнăçларӗç.
Ҫывӑх ҫыннăмăра пытарнӑ ҫӗре хутшӑннисене, хуйхăмăра пӗрле пайланă хамӑр ялăн ҫыннисене, кӳршӗ-аршăсене, тӑвансене, пӗтӗмлетсе каласан, пире мораль енчен пулăшнă ырӑ чунлă ҫынсене пурне те чун-чӗререн тав тӑватпӑр.
Ырă-сывӑ пурӑнӑр, юнашар яланах ҫывӑх ҫынсем пулччӑр.
Сире чунтан тав тунине пӗлтерсе, пуçне хунă çар çыннин мӗнпур тӑванӗсен ятӗнчен Алевтина Янышова, Теччӗ районӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев