Программăсем: Хушма хуҫалӑхсене пулӑшу памалли мерӑсем
Тутарстан Республикин бюджетӗнчен чи пысӑк пулӑшу уйрӑм хуҫалӑхсене параççӗ. Кӑҫал ҫак тӗллевсем валли 546 миллион тенкӗ хывнӑ.
Пӗрремӗшӗнчен, сӗт отрасльне аталантарма, халӑха мини-фермӑсем тума субсидисем параҫҫӗ. Ӗне вити тӑвас тесен, сакӑр ӗне усракансем 600 пин тенкӗ, пилӗк ӗне пулнисем 300 пин тенкӗ пулăшу ӗмӗтленме пултараҫҫӗ. Субсиди илессин тӗп условийӗ — выльӑх шутне пилӗк ҫул хушшинче чакармалла марри. Иртнӗ çул 93,9 миллион тенкӗлӗх 195 мини-ферма туса лартнӑ. Ҫак программӑна пула республикӑра ӗнесен йышне 821 пуç ӳстерме планлаççӗ.
Иккӗмӗшӗнчен, ӑратлӑ выльӑх туянма субсиди. Ӑратлӑ пӑру туянас пулсан, ӑна илме 60 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ, пӗр хут пăруланă ҫамрӑк ӗне туяннă чухне 70 пин тенкӗ парăнать.
Виҫҫӗмӗшӗнчен, ӗне усракансене ҫулсерен 2-4 пин тенкӗ укçа параççӗ. Витисенче ӗне пулнă ҫын та ҫак пулӑшуран айккинче тăрса юлмасть. Иртнӗ çул çак пулӑшӑва 37 080 ҫын илнӗ. Субсиди виҫине илес пулсан, вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ улшӑнмасть. Пӗр ӗне усракана — 2000 тенкӗ, икӗ енӗшӗн кашни выльăх валли — 3000-шер тенкӗ, виҫҫӗ е тата унтан та ытларах усракансене кашни ӗне валли 4000 тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне, ветеринари тӑкакӗсемшӗн кашни ӗне валли 300 тенкӗ таврӑнать.
Тӑваттӑмӗш пулӑшу лаша усракансене пырса тивет. 3 ҫултан аслӑрах кашни лашашăн субсиди 5 пин тенкӗ параҫҫӗ. Асӑннӑ пулӑшăва илес тесен, выльӑхсене хушма хуҫалӑхсен регистраци кӗнекинче кӑтартнă пулма тивӗçлӗ.
Пиллӗкмӗшӗнчен, апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен туяннӑ чӑх-чӗпсемшӗн субсиди параççӗ. Хуҫалӑхсем туяннă кашни кӑркка тата хур чӗпписемшӗн — 200 тенкӗ, кӑвакалшӑн — 120 тенкӗ тата бройлер чӗппишӗн вара 100 тенкӗ илнӗ.
Унсӑр пуҫне республикӑра кашни ҫулах чи лайăх фермер хуҫалӑхӗсене, хушма хуҫалӑхсене, ял совечӗсемпе кооперативсене суйлаҫҫӗ. Ҫӗнтерекен 100 пин тенкӗ илет.
Тутарстан Республикинчи ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин «Компетенцисен центрӗ» учрежденийӗ ӗçлет. Документсене йӗркелеме специалистсем тӳлевсӗр пулӑшу параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех фермерсем районти ял хуҫалӑх управленийӗсене, республикăри хресчен-фермер хуçалăхӗсен ассоциацине тата унӑн районти филиалӗсене ыйтупа кайма пултараҫҫӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче уйрăм хуçалăхсем, субсиди илессишӗн «Мои субсидии» сервиспа та активлӑн усӑ курма пуҫларӗҫ.
Справка
Тутарстан Республикинчи Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика бюджетӗнчен ҫулсерен 500 миллион тенкӗ укçа уйӑраҫҫӗ. Юлашки ҫырав даннăйӗсенчен курăннă тӑрӑх, Тутарстанра 417 пин хушма хуҫалӑх пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев