Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Профилактика мероприятийӗсем – тӗп тимлӗхре

Акци

Тутарстанра ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас енӗпе мероприятисем иртеҫҫӗ.

Акци майăн 18-мӗшӗнче пуҫланнăччӗ, июнӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.

«Тимлӗх – ачасем! мероприяти шайӗнче тӗп тимлӗхӗ:
– водительсем ачасене турттармалли правилӑсене пӑхӑннине тӗрӗслесси çине;
– ҫутта тавăракан элементсене популярлă тăвас енӗпе мероприятисем çине;
– ҫамрӑксем хушшинче ҫул-йӗр правилисене пӑсасран асăрхаттарас енӗпе мероприятисем çине;
– ачасене ҫул ҫинче хӑрушлӑхсӑр тыткалас ыйтусем çине;
– ачасен ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑхсӑр хӑнӑхӑвӗсене ҫирӗплетес енӗпе сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсенче конкурссем, викторинӑсем тата ытти мероприятисем çине ярӗç.

Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн пуҫлӑхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калать.

– Ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплă. Ачасемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан вырӑнсенче, ҫав шутра ҫулсем ҫывӑхӗнче те, хăйсем кăна ан юлччăр. Раҫҫей Федерацийӗн ҫул-йӗр Правилисен 22.9 пункчӗпе килӗшӳллӗн, Патшалӑх автоинспекцийӗ 7 ҫул тултарсан та ачасене тытса тӑракан хатӗрпе илсе ҫӳреме сӗнет. Асра тытăр: ачасем – ҫул-йӗр ҫинчи чи хӳтлӗхсӗр хутшăнакансем, – тет тӗп автоинспектор.

Цифрăсем
ТР Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 16 ҫула ҫитмен ачасем хутшӑннипе çулсем çинче 90 инкеклӗ ӗç пулнӑ, вӗсенче 1 ача вилнӗ, 97-шӗ суранланнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев