Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Професси кӑна мар, чун тӑрӑмӗ те!

Социаллӑ ӗҫченсем професси уявне паллӑ турӗç

Социаллӑ ӗҫчен кунӗ  – вӑл ҫынсен пăшăрханăвне итлекен, вӗсене кирлӗ чухне яланах пулăшма васкакан, хӗрхенӳллӗ, ырӑ чун-чӗреллӗ ҫынсен уявӗ. 

Ку питӗ кӑткӑс та нумай енлӗ професси: пăхаканӗсемсӗр юлнă, ачисем инçетре пурăнакан,  хӳтлӗхсӗр юлнӑ нушаллӑ ватăсене, инвалидсене пӑхса тӑраҫҫӗ кӑна мар вӗсем, вӗсен савӑнӑҫӗсемпе хуйхи-суйхине те пӗрле пайлаҫҫӗ, кирлӗ пулсан тухтӑрсем те, психологсем те, чуна уçса калаçакан та пулма пӗлеççӗ. Ҫавӑнпа ырă чӗреллӗ ҫынсем ҫеҫ социаллӑ ӗҫченсем пулса ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Кун пирки районти Культура çуртӗнче Социаллӑ ӗҫчен кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятире те калаçрӗç. Уява Раҫҫейре июнӗн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уявӑн торжествăлла  пайне Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уҫрӗ.  

– Сирӗн ӗҫ – ахаль ӗҫ кăна мар, пысӑк чӑтӑмлӑх, чун сисӗмлӗхӗ тата чикӗсӗр хӗрхенӳ ыйтакан чӑн-чӑн професси. Кашни кун эсир нушаллӑ ҫынсене пулӑшатӑр, вӗсене лайӑххине шанса, ӗненсе пурӑнма хавхалантаратӑр. Ырӑ ӗҫӗрсемшӗн, таврари ҫынсене парнелекен ӑшӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп, – терӗ Марат Гафаров хӑйӗн сӑмахӗнче.

Социаллӑ ӗҫченсене професси уявӗпе, ҫавӑн пекех, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пай пуҫлӑхӗ Лилия Ракипова ӑшшӑн саламларӗҫ.
Уйрӑмах отрасль ветеранӗсене чыслани хумхантаракан самант пулчӗ. Уява тӗрлӗ ҫулсенче районти социаллӑ хӳтлӗх управленине ертсе пынă, чылай ҫул ҫак сферӑра вӑй хунă ӗçченсене йыхравланӑччӗ.

Ӗҫтешӗсене Антонина Халиловапа Зульфия Юсупова та саламларӗҫ.

Антонина Халилова:

– Ҫак ӗçре нумай ҫул ӗҫленӗ хушӑра ҫакна кăна калама пултаратӑп: кунта нихӑҫан та ҫӑмӑл пулмарӗ.  Кашни ир ҫынсен тӗрлӗ ыйтӑвӗсене татса пама тиврӗ, анчах вӗсем пулӑшма пултарайнине кура пур йывӑрлӑх та манăçатчӗ. Ку паян та ҫаплах пулни пирки иккӗленместӗп эпӗ. Ҫак сферӑра ӗҫлекенсем кашнинех хӑйсен тӑрӑшулӑхӗпе ӑшӑтма тӑрӑшаҫҫӗ. 

Зульфия Юсупова: 

– Паян эпир хальхи технологисен: роботсемпе искусствӑлла интеллект ӗмӗрӗнче пурӑнатпӑр. Технологисем питӗ мала кайрӗç. Анчах нихӑшӗ те, чи ӑслӑ робот та этемӗн яланхи ӑшшине, чӗрӗ хутшӑнӑвне, чӗререн тӑрӑшнине нихӑҫан та улӑштараймӗ. Пирӗн ӗҫре чи пӗлтерӗшли – ăшă чунлăх.  Ку туйӑм вара ҫынсенче çеç пулакан пахалăх.  Ҫавӑнпа та социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем яланах ҫакӑн пек профессионализмпа тата хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннипе палӑрса тӑрӗҫ.

Уявăн кульминацийӗ – Тав ҫырӑвӗсемпе Хисеп грамотисем пани пулчӗ. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пысӑк профессионализмшӑн наградӑсене ертӳçӗн аллинчен социаллӑ хӳтлӗх сферин чи малта пыракан, ҫавӑн пекех, профильлӗ ведомствӑсен ӗҫченӗсем илчӗç. Ветерансем те тимлӗхсӗр юлмарӗҫ – вӗсене те чун-чӗререн тав сӑмахӗсем пӗлтерчӗҫ, чечексем пачӗҫ.

Саламланисем, ӑшӑ саламсем районти Культура çурчӗн пултарулӑх коллективӗсем тата социаллӑ сфера ӗҫченӗсем хатӗрленӗ концерт программипе ылмашăнса пычӗç. 

Справка
Социаллӑ ӗҫчен кунне Раҫҫейре ҫулсерен июнь уйӑхӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Дата историллӗ пулӑмпа ҫыхӑннӑ: 1701 ҫулта I Петӗр Раҫҫейре патшалӑхăн социаллӑ хӳтлӗх системине никӗс хывни çинчен Указ кӑларать. Хальхи уява Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2000 ҫулхи  октябрӗн 27-мӗшӗнчи Указӗпе вăя кӗртнӗ, паян вăл пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрура тăрса юлнă çынсене пулăшассине шута илнӗ тата хӑйсен пурнӑҫне ҫак сферăна халалланӑ ӗҫченсен пархатарлӑ ӗҫӗсене палăртмалли кун пулнă май, палăртса ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев