Пӗрисем пуҫтараҫҫӗ, теприсем салатаҫҫӗ
Экологи
Март уйӑхӗ те иртрӗ, юр ирӗлсе пӗтрӗ. Апрель уйăхӗ те вӗçленсе килет. Тавралӑха сӑнасарах пӑхсан, куҫ тӗлне тем-тепӗр, тасамарлăх тухса тăрать. Парксенче, çырмасенче, çулсем хӗррисенче мӗн кăна йăваланса выртмасть пулӗ? Çапла кашни çулах республикăра тирпей-илем кӗртмелли çурхи экологи уйăхлăхӗ пуçланать.
Пӗрисем пӑрахаҫҫӗ, теприсем пуҫтараҫҫӗ çуп-çапа. Мӗншӗн ҫакна ыттисем ӑнланмаҫҫӗ? Тасалӑхра пурӑнни хамӑршӑн-ҫке. Пурте пӗрле кар тӑрса, яла тирпейлеме тухсан аван пулӗччӗ. Тӑрӑшса ӗҫлесен тăван ял тата хитреленӗ, ҫак ырă йăлана ачасене те явӑҫтарсан аван пулӗччӗ. Йӗркеллӗ пурӑнмалла та кăна, ятарлӑ палăртнă вырӑнсенче контейнер лаптӑкӗсем вырнаҫтарса лартнӑ.
Ҫав тӗле ҫеҫ пӑрахмалла та. Ҫук вӗт, хӑшӗсем ҫакна ӑнлансах каймаҫҫӗ.
Кирлӗ мар вырăна тăкса чăрмав кӳреççӗ. Кашни çулах ӗç коллективӗсем, культура тытăмӗнче тăрăшакансем, шкул ачисем ӗç вырăнсенчи лаптăксене типӗ курăка, хăрăк туратсене, çӳп-çапа пуçтарма тухаççӗ. Обелискпа палăксен йӗри-таврашне те хăтлăх кӗртеççӗ.
Пӗрре ҫапла, киле утнӑ май, ман умра шкул ачи чипсы ҫисе пычӗ. Пушансанах пакетне кӗсйине чиксе хучӗ.
– Мӗншӗн ҫул хӗррине пӑрахмастӑн? – тесе ыйту патӑм.
– Ара, кайран хамӑрӑнах пуҫтармалла пулать вӗт, – терӗ хирӗç.
– Тӗрӗс тӑватӑн, ҫакна кашнинех ӑнланмалла та вӗт, – терӗм савӑнса.
Ачаранах экологи пӗлӗвне вӗреннине, тирпейлӗхе хӑнӑхса ӳссе ҫитӗннине ырламалла. Тавралӑха упрама пӗлни темрен паха. Ыттисем те ҫакна ӑнлансан, тӑван тӑрӑх тирпейлӗ те хӑтлӑ пулӗччӗ. Ыттисен ӗҫне хисеплеме вӗренесчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев