Ҫӗпрел ҫыннисем ыр кăмăллăх акцине хутшӑнчӗç
Ӗнер. Паян. Ыран
Районти организацисен, предприятисен тата учрежденисен, район администрацийӗн специалисчӗсем пулӑшнипе сывлăх тӗлӗшме çирӗпех пулман тата сахал тупӑшлӑ ҫемьере ӳсекен 35 çемьери 94 ачан ҫӗнӗ ҫул ӗмӗчӗсем пурнӑҫланӗç.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн кашни ҫулах «Ӗмӗтсен чăрăшӗ» ҫинчен теттене илсе, унта çырнă парнене ӑна хуҫине парасси ырă йăлана çаврăнса пырать. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче те «Ӗҫлӗ тунтикун» канашлăва килекенсене çакăн пек чӑрӑш, Хӗл Мучипе Юр пике кӗтсе илчӗç. Вӗсем ертӳçӗсене ачасен ӗмӗчӗсене çырса çакнă çыру-теттесене илсе парса тăчӗç.
Пӗрремӗш ӗмӗт-çырăва район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров илчӗ. Ӑна Хӗл Мучи район центрӗнче пурăнакан Севлюковсен ӗмӗтне пурнăçлама ыйтрӗ. Вӗсем Хӗл Мучирен коньки, хоккей клюшки, вӗренӳ сӗтелӗ ыйтнă иккен. Пӗтӗмӗшле илсен, Марат Гафаров кӑҫал районта пурӑнакан виҫӗ ҫамрӑкӑн ӗмӗтне пурнӑҫлӗ.
Ачасем пур сюрпризшӑн та чунтан савӑнаҫҫӗ. Ертӳҫӗсемшӗн ку пысӑк тӑкак мар, ачасемшӗн вара – калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ, – тет «Пăшăрхану» центрăн ертӳҫи Ильгизар Вафин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев