Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗпрел хоккеисчӗсем ҫӗнтерчӗç

Район çыннине аса илсе

Хоккей турнирне Ильдар валиахметович Халиуллова асӑнса ирттерчӗç.


Ӑмӑртӑва Апас, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсенчен тата Кайпӑҫ районӗн икӗ команди хутшӑнчӗç. Ҫавӑн пекех, тӗп трофейшӑн вырӑнти «Хулаçырми» хоккей команди те вылярӗ. Турнира кӑҫал 29-мӗш хут ирттерчӗç.


Мероприятие уçнă самантра районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм  пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов командӑсене саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ. Тухса калаҫакансем те Ильдар Халиуллов хоккей спортне юратнине, вӑл хутшӑннипе Çӗпрел команди Тутарстан Республикин чемпионӗ пулнине те аса илчӗҫ.


Спорт меро-приятийӗнче Ильдар Халиулловăн ывăлӗ Тимур та хутшăнчӗ. Вӑл ашшӗнне халалланă турнира ирттерекенсене, хутшӑнакан пур командăсене те, спорта юратакансене пурне те тав турӗ.  Турнирăн тӗп спонсорӗ те Тимур Халиуллов пулчӗ.
Пӑр ҫине чи малтан Пӑва районӗн тата Кайпӑҫ районӗн «Тайфун» командисем тухрӗҫ. Вӑйӑ Пӑва районӗн команди çӗнтернипе вӗҫленчӗ. Ҫӗпрел тата Кайпӑҫ районӗсен командисем иккӗмӗшсем пулса вылярӗç. Малалла вӑйӑ Хулаҫырмипе Пӑва районӗсен, Апас тата Ҫӗпрел районӗсен, Кайпӑҫ районӗн «Тайфун» тата Хулаҫырми, Кайпӑҫ тата Апас районӗсен командисем хушшинче тӑсӑлчӗ. 


Унтан виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Апас районӗпе Хулаҫырми командисем кӗрешрӗҫ, вӑйӑ Хулаҫырми командин ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленчӗ. 1, 2-мӗш вырăнсемшӗн,  Пăвапа Çӗпрел районӗсен командисем вылярӗç. Татса паракан  вăйăра 3:2 шутпа Çӗпрел команди турнирăн чемпион ятне çӗнсе илчӗ. Пăва районӗн команди вара 2-мӗш вырăна тухрӗ.


Турнир пынӑ май: Дмитрий Храмов (Хулаҫырми) – «Чи лайӑх тапӑнакан», Нияз Валиуллин (Ҫӗпрел) – «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ, Алмаз Зяббаров (Ҫӗпрел) – «Чи лайӑх вылякан» тата Азамат Хамидуллин (Пӑва) – «Чи лайӑх хапхаҫӑ», çавӑн пекех, «Чи лайӑх болельщик» –    ывăлӗпе Роланпа  пӗрле Руслан Сулейманов пулса палăрчӗç. Турнирăн судйи – Ильдус Мушарапов, унăн пулӑшуҫисем Ринат Салаховпа Руслан Алимов пулчӗç.


Турнир вӗҫленсен ҫӗнтерӳҫӗ командăсене тата чи лайӑх вылякансене грамотӑсемпе укҫан парнесем пачӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев