Ҫӗпрел хӑйӗн геройӗсене манмасть: Зиатдин Арсланов ҫуралнӑранпа – 100 ҫул
Ӗнер. Паян. Ыран
Январӗн 16-мӗшӗнче герой-ентешӗмӗре – Зиатдин Миннибаевич Арсланова асӑнса митинг ирттерчӗç. Митинга вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.
Героя тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене аса илме шкулта вӗренекенсем, организацисен ӗçченӗсем, район администрацийӗн представителӗсем пухӑннăччӗ. Митинга уҫнӑ май, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов пирӗн ентешӗн пурнăçӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче Геройăн бюсчӗ умне чечексем хучӗç.
Справка
Зиатдин Миннибаевич Арсланов 1923 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта Свердлов облаҫӗнчи Карпинск хулинче паровоз деповӗн слесарӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать. 1942 ҫулта ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине илеççӗ.
314-мӗш стрелковӑй полкăн автоматчикӗ (46-мӗш стрелковӑй дивизи, 21-мӗш ҫар, Ленинград фрончӗ) пулнă май ҫапӑҫнӑ. Рядовой Арсланов аманнӑ штаб начальникне ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухать. 1945 ҫулта, Пултуск (Польша) ялӗ патӗнче контратакӑра пулнӑ чухне, тӑшманӑн 5 салтакне тӗп тăвать, вӗсен траншейисене чи малтан пырса кӗрет. Ҫав 1945 ҫулхинех, ефрейтор, Арсланов разведчиксен ушкӑнӗн составӗнче тӑшман тылне çӗмӗрсе кӗрет. 20 яхӑн ҫынна тӗп туса, 32 ҫынна тыткӑна илет.
1946 ҫулта демобилизациленсе таврӑнать. Тутарстан Республикинчи Пӑва хулинче пурӑнать. Пӑвари сахӑр заводӗнче газосварщик пулса ӗҫлет. 1999 ҫулхи мартăн 10-мӗшӗнче ентешӗмӗр пурнăçран уйрăлса каять.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев