Ҫӗпрел тăрăхне кăмăлланă
Юбиляр
Альфия Гилаевна Хусаинова пурнӑҫ кӗнекин тӑхӑрвуннăмӗш
страницине уҫрӗ.
Тӑхӑр теçетке çула тăсăлнă пурнӑҫӗ савӑнӑҫпа та тулнă, хуйхи-суйхи те пăрăнса иртмен.
Альфия Гилаевна Хусаинова республикӑн тепӗр енӗн кӗтесӗнче – Актаныш районӗнче – ҫуралса ӳснӗ. Пулас мăшăрӗпе Фардар пиччепе вӑл вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче торф кӑларнӑ ҫӗрте паллашать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Альфия аппашăн Ҫӗпрел тӑрӑхӗ ӗмӗрлӗхех тӑван пулса тӑрать.
– Эпӗ Хураката ялне, унӑн ҫыннисене питӗ юратрăм. Тепӗр тесен, таврӑнасси ҫинчен шухӑшлама та май пулман: инҫе пулнӑ, транспорт та пулман, атте-анне патне те час-часах кайса ҫӳреймен. Паян манӑн унта тӑвансем те ҫук, шӑллӑм пурăнать, вӑл – Мускавра, – тесе калаçрӗ Альфия аппа.
Мӑшӑрӗпе Фардар пиччепе пӗрле вӗсем виҫӗ ывӑл çуратса ӳстернӗ: Рафик, Рашит тата Фарит, вӗсене тивӗҫлӗ пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнă. Альфия аппан паян 6 мӑнук тата пӗр кӗçӗн мӑнук пур.
Альфия аппа та, Фардар пичче те – Марс ял тӑрӑхӗн, районӑн хисеплӗ ҫыннисем. Альфия аппа ӗмӗр тӑршшӗпех «Юлдуз» колхозра доярка пулса ӗҫлет. Ӗҫчен пулнӑ, лартнӑ плансене ытлашшипех пурнӑҫлать. Фардар пичче те нумай вӑй хурать, юлашки 30 ҫул хушши ялта мулла-хазрат пулса ӗҫлет. 2021 ҫулта Фардар пичче пурнӑҫран уйрӑлса каять.
Пӗчченлӗхе пӑхмасӑр, Альфия аппа чун-чӗре çӗкленӳлӗхне ҫухатмасть. Ӑна пулӑшма ывӑлӗсем, кинӗсем килеҫҫӗ, таврари ҫынсен яланах ун патне кӗрсе тухаççӗ, сывлăхӗ çинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
– Анне пурришӗн телейлӗ эпир. Пире пурнӑҫ, чун ӑшшине, ҫепӗҫлӗхне парнеленӗшӗн вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр, – теҫҫӗ Альфия аппан ывӑлӗсем.
Альфия Гилаевнана юбилейпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин экономика аталанăвӗн, финанс тата ял хуçалăх производстви енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов килнӗччӗ. Вӗсем юбиляра нумай ҫул чыслă ӗҫленӗшӗн тав турӗҫ, парнесемпе чечексем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев