Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗпрел районне — 95 çул

Ялсем тирпейлӗ, илем, таса пулччӑр!

Тутар АССРӗ йӗркеленнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ май, районти чылай ял Совечӗ тата вӗсен председателӗсем ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе нумай ӗҫ туса ирттерчӗç. Ун пеккисен шутне Кивӗ Кахăрлă, Кӗҫӗн Чăнлă, Чӑваш Ҫӗпрел, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел ял совечӗсене кӗртме пулать.

Кӗҫӗн Чăнлă ял совечӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗ яла тирпей-илем кӗртесси, унӑн санитари лару-тӑрӑвӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрать. Кунта «Ялти чи лайӑх урам», «Ялти чи лайӑх ҫурт» конкурссем ирттернӗ. Ҫаксем пурте яла тирпей-илем кӳрес, таса тытас ӗҫе пысăк витӗм кӳчӗҫ. 

Ҫу пуҫлансан ял урамӗсенчи элек-тричествӑпа телефон юписене пурне те шуртăмпа шуратнӑ, хӳмесене сӑрланӑ. Ҫурхи уйӑхсенче икӗ пин ытла декоративлӑ йывӑҫ лартнӑ, кӗперсене йӗркене кӗртнӗ. 
Наказсене пурнӑҫлас тӗллевпе депутатсем сӗннипе йӗтем ҫине асфальт сарнӑ, ун таврашӗнчи территорие решеткепе тытса илнӗ, ҫумкурӑкран тасатнӑ.

Вӑтам тата пуҫламӑш шкул, ялти Культура çурчӗ, медицина пункчӗ, комплекслӑ йышӑну пункчӗ, лавккасемпе ҫыхӑну уйрӑмӗ хӗле хатӗр, çунтармалли материалсемпе тивӗҫтернӗ. Ялта тата обществăлла вырӑнӗсенче пусӑсене юсанă.

Ф. Залялов, халӑх депутачӗсен районти Совечӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗн ҫумӗ çырнă статьяран, «Çӗнӗ ҫул», 1980 ҫулхи августӑн 9-мӗшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев