Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Предпринимательлӗх – экономикăн никӗсӗ

Тутарстанра «Чи лайӑх Предпринимательсен совечӗ» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Предпринимательлӗх пирӗн пурнӑҫра ҫулран-ҫул аталанса пырать. Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхпе ӗҫлекенсем халӑха апат-ҫимӗҫ таварӗсемпе, хуҫалӑх хатӗрӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ кӑна мар, производство енӗпе ӗç-хӗле те хӑюллӑн пуçăнаҫҫӗ.

Майăн 26-мӗшӗнче Раҫҫейре Предприниматель кунне паллӑ турӗç. Тутарстанра 200 пине яхӑн пӗчӗк тата вӑтам предприниматель шутланать, Ҫӗпрел районӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн 456 субъекчӗ хӑйӗн ӗҫне илсе пырать. Вӗсенчен 61шӗ – юридици сӑпачӗ, 65шӗ – хресчен-фермер хуҫалӑхӗ, 330шӗ уйрӑм предприниматель. Унсӑр пуҫне районта харпăр хăй тӗллӗн ӗçе пуçăннă 1600 яхӑн ҫын тӗрлӗ направленире ӗçлет.

Ҫӗпрел районӗнчи предпринимательсем федерацин, республикӑн мӗнпур пулӑшу мерипе хастар усӑ кураҫҫӗ. Предпринимательсене ҫак ӗҫе явӑҫтарас енӗпе Ҫӗпрел районӗ республикӑра малти вырӑнсене йышӑнать. Муниципалитетра район пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Предпринимательлӗх совечӗ ӗҫлет. Унӑн ертӳҫи – Данис Айнуллов. 

Республикӑри Предпринимательсен совечӗсем, граждан обществин институчӗ пулнă май, влаҫпа бизнес хушшинчи коммуникаци площадки пулса тăраççӗ, предпринимательсен кулленхи çирӗп ыйтӑвӗсене татса параççӗ, республикӑпа федераци шайӗнче йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх ӗçӗ-хӗлӗнче тӑрӑшакан,  предпринимательсем халӑха чи кирлӗ таварсемпе тивӗҫтереççӗ, тӗрлӗ пулӑшу  кăтартакансем  те нумай. Унсӑр пуҫне вӗсем культура йӑли-йӗркине упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хываҫҫӗ, социаллӑ проектсене хутшӑнаҫҫӗ, ялсене тирпей-илем кӗртме пулӑшаҫҫӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу параҫҫӗ.

2025 ҫул пӗтӗм-летӗвӗсем тӑрӑх, Зеленодольск хулинче, календарьти паллӑ куна халалласа, савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ. Мероприятире «Тутарстан Республикин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсенчи чи лайӑх Предпринимательсен обществӑлла (координаци) совечӗ» VII Республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысласси те иртрӗ. Мероприятие районӑн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн экономика аталанӑвӗн, финанс тата ял хуҫалӑх производствин ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов, район пуҫлӑхӗ ҫумӗнче ӗçлекен  Предпринимательсен совечӗн ертӳҫи Данис Айнуллов тата предпринимательсем хутшӑнчӗҫ. 

Конкурса предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме явӑҫтарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ, ун валли влаҫпа бизнесӑн пӗрлехи вӑйӗпе лайӑх ӗҫ хутлӑхне йӗркелени тата ăна сыхлани паха.

Ял тӑрӑхӗсен территорийӗсенче ҫӗнӗ производствӑсем (проектсем) тума тӳпе хывнӑшӑн» Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ ҫумӗнче ӗçлекен Предпринимательсен советне VII Республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑнчӗç. Ҫавӑн пекех, Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Предпринимательсен  совечӗ «2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫавӑн пекех, ыр кӑмӑллӑх тата социаллӑ проектсене пулӑшас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн» номинацире те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ, дипломсемпе чысланчӗ.

Раҫҫей Предпринимателӗн кунне халалласа районта пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсене те чысларӗҫ. 
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне: Анат Хураката ялӗнчи уйрӑм предпринимателе Миннегуль Абдуллазяновна Айметована (предпринимательлӗх отраслӗнче 15 ҫул вӑй хурать), Хулаçырми ялӗнчи уйрӑм предпринимателе Антонина Петровна Дубанована (20 ҫул предприниматель пулса ӗҫлет), Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Иван Николаевич Казакова (предпринимательлӗхпе 2008 ҫултанпа интересленет), Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи Рамиля Равильевна Фахрутдинована (уйрӑм предприниматель, стаж ӗҫӗ – 10 çул) пачӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров предпринимательсене уяв ячӗпе саламларӗ, вӗсене тав турӗ, вӗсен ӗҫ-хӗлӗнче аталану сунчӗ.

– Чӑн-чӑн предприниматель вӑл – яланах çӗнӗ çитӗнӳсем патне ӑнтӑлакан ҫын. Эпир хамӑр территорире ӗҫ-хӗл пурнӑҫлакан, социаллӑ ыйтусене татса пама хастар хутшӑнакан, хӑйсен опытне, пултарулӑх вӑй-хӑватне район аталанӑвне хывакан предпринимательсене тав тӑватпӑр, – терӗ Марат Ринатович.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев