Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пӗр ӗмӗр урлă каçнă ветеран

Кӑҫалхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче Мария Шуркина 104 ҫул тултарӗ

Пӗтӗм тӗнчери Ватӑсен кунӗнче район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров Хăймалу ялӗн вăрăм ӗмӗрлӗ çыннине, хальхи вăхăтра Чăваш Çӗпрел ялӗнче, хӗрӗ Галина Ивановна патӗнче пурăнакан Мария Петровна Шуркинана ҫитсе курчӗҫ. 

Мария Шуркина — тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи нуши те унран пăрăнса иртмен, Марийăна та ялти çитӗнсе çитнӗ хӗрсемпе пӗрле тӳрех районти çар комиссариатне чӗнтереççӗ. Çав шутран иккӗшне фронта ăсатмалла тесе палăртаççӗ. Вӗсен хушшинчен пӗри Мария пулать.

Çапах та каярах, унпа пӗртăванӗсем пурте фронтра пулнине шута илсе, ăна килне яраççӗ. Каярах оборона чиккисене, районти ытти ҫынсемпе пӗрле окопсем чавма яраççӗ, вӑрман хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑнать тата ытти йывӑр ӗҫсене пурнӑҫлать.

Çаксене пурне те Мария аппа чун-чӗререн, аса илсе, калаçса ларчӗ. Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫ ҫулне вӑл «Россия» колхоза халалланӑ, унта тӗрлӗ хушма ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ, ҫакӑншӑн ӑна грамотӑсемпе, тав сӑмахӗсемпе темиҫе хут та палӑртнӑ.

Мăшăрӗпе Иван Кузьминпа пӗрле вӗсем çичӗ ача пăхса ӳстереççӗ, пӗлӳпе воспитани парса, аслă пурнăç çулӗ çине кăлараççӗ. Паян Мария Петрова мӑнукӗсемпе тата кӗçӗн мăнукӗсемпе хӗпӗртесе пурăнать. 
Хӑнасем Мария Петровнана Ватӑ çынсен кунӗ ячӗпе Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов тата Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ятӗнчен саламларӗҫ, ӑна парне, чечек пачӗҫ.

Саманан тӗрлӗ йывăрлăхӗсене ирттерсе пурăнса, чылай аслă çулсенче пулин те, Мария Петровна уҫӑмлӑ ӑс-тӑнне, лайӑх астӑвӑмне тата пурнӑҫри хастар позицине упраса хӑварнӑ. Вӑл районти тата ҫӗршыври пулӑмсемпе интересленет, «Тӑван ен» хаҫатри хыпарсемпе паллашса пырать. Вăл, çаплах, ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакан ялăн, çӗршывăн çар çыннисене те тăшмана çӗнтерсе, килӗсене ырă-сывă таврăнма пиллерӗ.

Килнӗ хăнасене Мария Петровна тарават пулчӗ, хăйне сума суса, саламлама килнӗшӗн, тимлӗхшӗн чунтанах тав турӗ. 

Ӗҫченлӗх, пурнӑҫа ҫирӗплетекен вӑй тата оптимизм тӗп принципсем пулса тăраççӗ, вӗсене Мария Петровна хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗн никӗсӗ тесе шутланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев