Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пӗр кунра икӗ ветеранăмăра чысларӗҫ

Район администрацийӗн представителӗсем тӑван тӑрӑха аталантарас ӗҫе хакласа пӗтерме пулман пысăк пай кӗртнӗ, пӗр харӑсах икӗ хисеплӗ ветеранăмăра çуралнă кунӗсемпе саламларӗҫ.

Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов тыл ӗҫченне тата педагогика ӗҫӗн ветеранне Елена Васильевна Долгована 96 ҫул тултарнă ятпа саламлама Кивӗ Йӗлмел ялне килнӗччӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлă çырăвне, парне тата чечек çыххи пачӗç, ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл сунчӗҫ.

Елена Васильевна Кивӗ Йӗлмелӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн биографийӗ – Тӑван ҫӗршывшăн ырми-канми ӗçленин ҫутӑ тӗслӗхӗ. Ҫамрӑк чухне колхозра, йывӑр вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра вӑй хурать, ҫӗнтерӗве хӑйӗнчен пай кӗртет. Теччӗри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан, хӑйне ачасене воспитани пама  халаллать: Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи ача ҫуртӗнче воспитатель пулса ӗҫлет, унтан виҫӗ теҫетке ытла çул  Кивӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗрентекен пулса вăй хурать.

Мăшăрӗпе пӗрле Елена Васильевна тӑватӑ ывӑл пăхса ӳстерет. Йывăр çухатусем тӳссе ирттернӗ пулсан та, вӑл кăмăл çӗкленӳлӗхне тата оптимизмне упрать. Тӗп çуртра паян педагогика ветеранӗ пӗчченех пурăнать. Ачисем, тӑватӑ мӑнукӗ тата ҫичӗ кӗçӗн мӑнукӗ уншăн чи хаклă пуянлăх, савӑнӑҫ тата мӑнаçлăх пулса тăраççӗ.

*         *        *

Ҫак кунах тата  Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Олимпиада Алексеевна Колпакована 98 ҫул тултарнă ятпа саламсем йышӑнчӗ. Ҫак паллӑ кунпа ӑна район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров саламларӗҫ.

Тыл ветеранне Раççей Президенчӗн саламлă çырăвне, асăнмалăх парне, чечек çыххи пачӗç. Хӑнасем Олимпиада Алексеевнана ҫӗршывшӑн йывӑр ҫулсенче «Герой» колхозра нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн чунтан тав турӗҫ,  сывлӑх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне  туйса пурăнма вӑрӑм кун-ҫул сунчӗҫ.

Олимпиада Алексеевнан пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван ялпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Кунта вӑл ывӑлне  ҫитӗнтернӗ, паян вара ӑна икӗ мӑнук, сакӑр кӗçӗн мӑнук тата пӗр мăнмӑнук юратса хупӑрлаҫҫӗ. Халӗ ветеран хӑйӗн ҫур ӗмӗр хушши килӗштерсе, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнакан кинӗпе Людмилӑпа пурӑнать. Тыл ветеранӗ вӑрӑм ӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑхӗ – ырӑ кӑмӑл-туйӑм тата пурнӑҫа юратса пурăннинче, тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев