Ҫӗпӗр язви. Сыхă пулăр!
Специалист канашӗ
Ҫӗпӗр язви — чӗрчунсемпе ҫынсенче тӗл пулакан, питӗ хӑвӑрт сарӑлакан хӑрушӑ чир. Чир пирки районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов каласа парать.
— Ҫӗпӗр язви — чӗрчунсенче (шултра тата вӗтӗ мӑйракаллӑ выльӑхсенче, лашасенче, сыснасенче тата ыттисенче) тата çынсенче пулакан, нумай чухне вилӗмпе вӗҫленекен, инфекци чирӗсенчен чи хӑрушшисенчен пӗри.
Чирӗн хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем:
Чире пуҫаракан бактери ҫирӗп, вӑл ҫӗр-ҫӗр ҫул тӑпрара сыхланса тӑма пултарать.
Чир чирлӗ выльăхсен, вӗсен юлашкисен, çаплах, ҫӗпӗр язви спорисемпе сиенленнӗ тӑпра урлӑ та каҫать.
Выльăхсем чире ытларах апатпа шыв урлӑ, çаплах, хурт-кӑпшанкӑ сӑхнипе тата сывлав органӗсем урлӑ ертеççӗ.
Мӑйракаллӑ шултра тата вак выльӑх, буйвол, лаша, ашак, пӑлан, тӗве, сысна чире парăнаççӗ. Ҫамрӑк чӗрчунсем чире хӑвӑртрах лектереççӗ.
Чирӗн хӑш-пӗр формисем
Сурӑхсемпе качакасенче, мӑйракаллӑ шултра выльӑхсенче тата лашасенче сайрарах, чир ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа иртет. Выльӑх сасартӑк йăванать, шăнăр туртса илет, вилет.
Хӑш-пӗр чухне мӑйракаллӑ шултра выльӑхпа лашасен ӳт температури 42°С таран ӳсни, апат ҫименни, чӗтрени, чӗре ӗҫӗ пӑсӑлни, куҫа курӑнакан лӑймака сийӗсем кӑвак пулни.
2-3 уйӑха тӑсӑлакан, вӑраха кайнӑ форми те пур. Начарланни, аялти куҫ хупанки айӗнчи инфильтратсем тата янахпа карланкӑ айӗнчи лимфа тӗввисем сиенленни курӑнать.
Ҫавӑн пекех, ӳт температури кӑштах ӳсни, аппетит пулманни, сӗт сахалланни, выльӑх вӑйсӑрланни те палăрма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев