Помидор шултра пултӑр тесен
Пахчаçă
Эльмира Исхакова, сад ӑсти-блогерăн канашӗ.
– Пӗрремӗшӗнчен, помидор хунавӗсене сайра хутра ҫеҫ шыв сапмалла, анчах тулӑх шӑвармалла. Шыв + 24 градуса яхӑн ӑшӑ пулмалла.
Иккӗмӗшӗнчен, апатланӑва пӗлтерӗшлӗ тумалла. 10 литр шыв ҫине 4 тумлам йод ярса эрнере пӗрре сапмалла. Кун пек мелпе помидорсем пысӑкрах пулӗҫ, хӑвӑртрах пиҫӗҫ.
Сӑмах май, помидорсем пула пуçласан, кӗлпе тӑвар ирӗлчӗкӗпе апатлантарсан, вӗсем тутлӑрах та пылакрах пулӗç. Кун валли 10 литр шыв ҫине пӗр апат кашӑкӗ тӑвар тата пӗр стакан кӗл ярса пӑтратмалла. Кашни тӗп пуçне ҫуршар литр сапмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев