Пограничниксем пӗршухӑшлӑх кăтартаççӗ
Чикӗ ҫарӗсенче тӗрлӗ ҫулсенче службăра тӑнӑ арҫынсем общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ
Вӗсене тӗрлӗ шкулсенче вӗренекенсемпе йӗркеленӗ тӗлпулусенче, патриотизм, спорт тата культура мероприятийӗсенче курма пулать. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа пограничниксем гуманитари тиевне пухса ӑсатас ӗҫе пысӑк пай кӗртеççӗ.
Паянхи кун Çӗпрел районӗнче чикӗ ҫарӗсенче службăра тӑнӑ 300 яхӑн çын пурӑнать. Мирлӗ пурнӑҫра та вӗсем лайӑх ӗҫлекенсем, тӗслӗхлӗ ҫемье пуçлăхӗсем, шанчӑклӑ мăшăрсем пулнă май палӑраççӗ.
Пограничниксен ҫарӗсенче 90-мӗш ҫулсене служить тунă Альберт Сулейманов ятарлă ҫар операцийӗн зонинче пулнă каччăсене пулӑшу парассине чыслăх тивӗçӗ тесе шутлать. Апла кăна та мар, вăл пограничниксен чаçӗсенче службăра тăнă каччăсене комплектласа, гуманитари тиевне ӑсатма хăй те хутшăнать, ҫамрӑксемпе пӗрмаях ҫыхӑнура тӑрать.
– Ҫар операцийӗн ятарлӑ зонисенче пирӗн ҫывӑх çыннăмăрсем, тăванăмăрсем, тусăмăрсем, ентешӗмӗрсем. Эпир ниепле те айккинче юлаймастпӑр, пирӗн вӗсемпе пӗрле пулма, пулӑшма тăрăшмалла, – тет вӑл.
Альберт Сулейманов каланӑ тӑрӑх, пограничниксен пӗрремӗш гуманитари тиевне пухас ӗҫ 2023 ҫулта пуҫланать. Пурӗ вӗсем 500 пин тенкӗлӗх тиев пухнӑ. Пулӑшӑва каччăсен ыйтӑвӗсене тӗпе хурса йӗркелеҫҫӗ. Вӗсен хушшинче гигиена япалисем, строительство хатӗрӗсем, сӑмахран, пленкӑсем, пӑтасем, мӑлатуксем, степлерсем, пӑчкӑсем, кӗреҫесем, машина ҫӑвӗ тата ытти те.
Пограничниксем хӑйсен ӗҫтешӗсен, ентешӗсен ҫутӑ асаилӗвне тӗпчес, упрас тата ҫамрӑк ӑрӑва парас енӗпе те пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Юлашки ҫулсенчи тӗслӗхсенчен пӗри районти пилӗк ялта: Шланка, Аслă Чăнлă, Кивӗ Кахăрлăи, Анат Хураката, Кивӗ Упи ялӗсенче мӗнпур ӑру пограничникӗсене халалласа мемориалсем уҫни шутланать. 2023 ҫулта ҫакнашкал мемориал район центрӗнчи Геройсен Аллейинче те вырнаçрӗ. Ҫавӑн пекех, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, Афганистанра, Чечняра службӑра тӑнӑ каччăсем пурӑннă ҫуртсем ҫине астăвăм хӑмисем те вырнаҫтараççӗ.
– Пирӗн пограничниксем Раҫҫейӗн, Тутарстанăн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пур уява та ҫӳреме пултараймаҫҫӗ пулин те, эпир вӗсен пулӑшуне яланах туятпӑр. Районти кашни ялта тенӗ пекех активистсем, пуҫаруҫӑсем пур. Чи хастар, пурлӑх енчен те пулӑшу паракан çавăн пек каччăсенчен Марат Зайнуллина, Азат Сафина, Виктор Маркова, Евгений Иванцова палӑртас килет, – тет Альберт Сулейманов.
Паян запасри пограничниксем ҫакӑн пек пӗршухăшлăх кӑтартни ăмсантарать, вӗсене хисеплес, чыслас туйӑма тата та ҫирӗплетет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев