Пограничник сăнарӗ халăх асӗнче юлӗ
Тӑван ҫӗршыва юратнин паттӑрла тӗслӗхӗ
Николай Николаевич Игнатьев 1973 ҫулхи майăн 21-мӗшӗнче Матак ялӗнче çуралнă. Унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ паттӑрлӑх, ырми-канми тӑрӑшулӑх тата Тӑван ҫӗршыва парӑннӑ идеалсене сӑнлакан ҫыннӑн çутă тӗслӗхӗ пулса тӑрать.
Николай ултӑ ывӑлтан кӗҫӗнни пулнӑ Игнатьевсен ҫемйинче ачасене ӗҫчен пулма, аслисене хисеплеме вӗрентнӗ. 1985 ҫулта ашшӗне Николай Васильевича ҫухатни ҫемье пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварать, анчах пулас паттăрăн чун çирӗплӗхне хуҫаймасть. Николай Игнатьев Матак вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан, 1988 ҫулта, Ҫӗпрелӗнчи 90 номерлӗ профессипе училищине вӗренме кӗрет, унта малашнехи ӗç профессийӗн хӑнӑхӑвӗсене алла илет. 1991 çулта Раççей Федерацин Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне каять, пограничник пулса служить тăвать, хăйĕн пурнăçне патшалăх чиккине сыхлассине халаллать. 1993 ҫулта Николайăн Таджикистан Республикин территорийӗнчи ҫар юхăмӗнче хутшӑнма тӳрӗ килет, ҫакӑ унӑн професси тата харпӑр аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пулса тӑрать. Ҫак опыт унӑн çар службин хакне тата Тӑван ҫӗршыв умӗнчи яваплӑха тарӑн ӑнланма май парать.
Ҫар тивӗçне пурнăçласа таврăннă хыҫҫӑн, 1994 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче, Николай хӑйӗн шкулта вӗреннӗ çулсенчех паллашнă, савнă хӗрӗпе Иринӑпа çемье çавăрать. Ывăлӗ салтакра чухне Николайăн амăшӗ Лидия Ивановна йывăр чирлесе ӳкет. Çапах та, тӗпчӗк ывăлне Николая кӗтсе илсе, туйра ҫамрӑк мӑшӑра пил пама ӗлкӗрет, часах пурнăçран уйрăлса каять. Николай тӑван колхозӗнче, унтан халӑх хуҫалӑхӗнче механизатор пулса ӗҫлет. 1994 ҫулхи ноябрь уйăхӗнче Игнатьевсен ҫемйинче пӗрремӗш ача – хӗр ҫуралать, çамрăк мăшăр Николайăн амăшне асăнса, хӗрне Лидия ятлă хурать.
Çемьене тытса пыма, малалла пурнăçа илсе пыма Николай, тӑван ялӗнче ӗҫ пулманран, нумай ҫул Мускава ӗҫлеме ҫӳрет. Малалла çемьене туллилентерсе, 2006 ҫулхи мартăн 4-мӗшӗнче, тепӗр хӗрӗ Клара, 2008 ҫулăн августăн 4-мӗшӗнче Николайӑн кӗтнӗ ывӑлӗ – Игнат – ҫут тӗнчене килеççӗ.
Пурнăç малалла шăвать. 2020 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче Николайăн мӑнукӗ Варвара ҫуралать. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, Мускавра укҫа ӗҫлесе илессине шута илсе, Николай яланхи пекех ыр кăмăллă, тарават ҫын пулса юлать. 2020 ҫулта Николая хăрушă инкек кӗтсе тăрать: Мускав метрополитенӗн строительствинче ӗçленӗ вăхăтра чылай ҫӳллӗ вырăнтан ӳксе, чутах вилмест, йывăр суранланать. Çак йывăрлăхсене пăхмасăр, Николай чун хавалӗпе ҫирӗп пулса юлса, тӗллевне палӑртса, ура ҫине тӑрса, тулли пурнӑҫ патне таврӑнма пултарать. Анчах ку сăнавсем çакăнпа кăна вӗҫленмен иккен. 2023 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче, Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗҫе туйса, Николай Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствипе контракт çырать, хăй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине тухса каять. Ҫак утӑм унӑн пурнӑҫ ҫулӗнчи çивӗч самант пулать, яланах хӑйӗн чӗринче çӳретнӗ идеалсене пурнӑҫа кӗртесси пулса тӑрать.
Самарăри «Черные Гусары» 15-мӗш бригадăра службăра тӑнӑ май, Николай хӑйне чӑн паттӑр пулнă май кӑтартать. 2023 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче йывӑр аманать. Икӗ кун хушши вӑл тата унӑн юлташӗсем, аманнӑ пулин те, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахмаççӗ. Ҫак пулăм паттӑрлӑхăн тата хăйне хăй хӗрхенменнин символӗ пулса тӑрать,ăна Николай вӗçне çитиех пурнăçлать. Вилючинскри госпитальте суранӗсене сипленӗ чухне, 2023 ҫулхи ноябрӗн 23-мӗшӗнче, Николай Игнатьевӑн тата тепӗр мӑнукӗ – Ульяна ҫуралать. Мăнукне вӑл килне таврăнса, реабилитаци иртнӗ вăхăтра, алла илсе юратма ӗлкӗрет. Сурансем кăштах тӳрленсен, ятарлă çар операцийӗн зонине таврӑнма вӑхӑт ҫитет. Килне каялла таврăнма ҫул пулмассине сиссе, Николай, ҫемйи ҫине юлашки хут пӑхса илсе, чун-чӗрипе сывпуллашса, ятарлă çар операцийӗн зонине тухса каять, службӑна малалла тӑсать.
2024 çулхи февралӗн 6-мӗшӗнче Николай ҫемйипе юлашки хут ҫыхӑнăва кӗрет, кӗҫех вăл группăпа çар заданине каяссине пӗлтерет, сывпуллашать. Февралӗн 7-мӗшӗнче группа ДНРти Ясиноватски районӗнчи Красногоровка ялӗн хӗррипе ҫар позицине тухать, февралӗн 8-мӗшӗнче артобстрел вӑхӑтӗнче «Игнат» ятлӑ боец ҫыхӑнӑва тухма пӑрахать, Тӑван ҫӗршыва неонацистсенчен хӳтӗлесе, паттӑррӑн пуçне хурать. Унӑн паттӑрлӑхӗ нумайӑшӗшӗн тӗслӗх пулса тӑрать, чӑн-чӑн паттӑрлӑх вӑл ыттисемшӗн хăвăн пурнӑҫна пама хатӗрри пулнине кӑтартса парать.
«Аттемӗр хăй пограничник пулнипе ӗмӗр тӑршшӗпех мăнаçланчӗ. Вӑл ырă чунлă ҫынччӗ. Килти ӗҫсене манса, яланах тӑванӗсене пулӑшма васкарӗ. Атте питӗ тараватчӗ, аслисене хисеплерӗ, ачасене питӗ юратрӗ. Кирек мӗнле лару-тӑрура та вӑл хӑйӗн ҫинчен мар, ыттисем ҫинчен шухӑшларӗ», – тесе калаçать унӑн хӗрӗ Лидия.
Хăюлăхпа паттăрлăх кӑтартнӑшӑн гварди ефрейторӗ Николай Николаевич Игнатьев вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗпе наградăланать. Унӑн пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхӗ Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннин тата юратнин символӗ пек халăх асӗнче яланлӑхах юлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев