Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Поэзи

Петр Мулеев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

Каллех эсĕ, кĕркунне,

Аса илтертĕн савнине,

Вĕрене çулçи парне –

Эпир йывăç çумĕнче.

 

Каçпа пĕрле утса,

Шăп тăратпăр чарăнса.

Аллуна хуллен тытса,

Вĕреп ăшă сывлăшпа.

 

Çил шеллемесĕр йывăçа,

Силлерĕ туратне çапла.

Йывăç тăкрĕ çулçине,

Пĕр çулçă çеç çӳлте.

 

Парăнмарĕ çил вăйне,

Пăх çӳле çулçă çине.

Калăн, кĕтнĕ вăл пире

Çак çулпа иртессе.

 

Хуллен пуçларĕ ӳкме,

Сывлăшра енчен енне.

Выртрĕ çĕр çине,

Кĕтрĕ эпĕ çĕклессе.

 

Илтĕм пĕшкĕнсе  çулçа,

Парнелерĕм эп сана.

Кăкăр çине эс тытса:

«Ку пулĕ пирĕн шăпа».

 

Темшĕн сӳнчĕ юрату?

Юлчĕ тĕлĕк  асăмра.

Мĕн пулчĕ санпа мана?

Канăç çук – шухăш пуçра.

 

Ялан аса илеп сана

Иртнĕ чух çав вырăнпа.

Эсĕ упра çав çулçа,

Аса илтертĕр вăл мана.

 

Манман пĕрте эпĕ сана,

Ялан сăну сан ман умра.

Тен, пурнăçра эпир пĕрре

Тĕл пулăпăр çул çинче.

 

Пĕлеп, эсĕ пĕччен мар,

Санăн пурнăç – хăвăн шăпа.

Анчах, пĕрремĕш  юрату

Тем пуçран пĕлмест тухма.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев