Пирус туртни сиенлӗ
Сывлăх
Майăн 31-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери пирус туртассине хирӗҫ кӗрешмелли кун. Ӑна пӗтӗм тӗнчипе «Пируссăр кун» тесе паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирус туртни кашни вуннӑмӗш ҫын вилнин сӑлтавӗсенчен пӗри пулса шутланать. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2030 ҫул тӗлне «пирус эпидемийӗнчен» вилнисен шучӗ 8 миллион ҫынна ҫитӗ. Кун пирки районти тӗп больницăн врачӗ Д.Албутова хӑйӗн канашӗсемпе паллаштарать.
Пирус сиенӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вилӗмпе вӗçленнӗ ӳпке ракӗн – 90, вӑраха кайнӑ бронхитăн – 75, чӗре чирӗн 25 процентӗнче пирус сăлтав пулса тăрать. Раҫҫейре арҫынсен 65 проценчӗ тата хӗрарӑмсен 30 проценчӗ пирус туртать. Вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе хӑйсен пурнӑҫне 10-15 ҫул кӗскетекенсем.
Туртмалла-и, туртмалла мар-и – кашнинех хăй татса памалла. Кӑмӑлламаннине никам та пусмӑрламасть. Шел, ҫак сиенлӗ йӑлана ачасем, ҫамрӑксем вӗренеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫирӗпленме ӗлкӗреймен ҫамрӑкӑн организмӗ черчен, питӗ хăвăрт наркӑмӑшланма пултарать. Америка ӑсчахӗ Гуль шутланӑ тӑрӑх, пирус туртакан ҫамрӑксен пирус туртманнисенчен астăвăм çирӗплӗхӗ – 5%, ӑс-тӑн – 4,5%, астуса юлассин пултарулăхӗ – 5,5%, шутлама пултарулăхӗ 5,5% сахалтарах. Пирус туртакан шкул ачисен 50 проценчӗ начар вӗренет. Ученăйсем каланӑ тӑрӑх, кашни сигарет пурнӑҫ тӑршшӗне 15 минут кӗскетет. Кунне пилӗк сигарет туртакан ҫыннӑн ӗҫлес пултарулӑхӗ 40 процента чакни паллӑ. Пирус туртакансем пирус туртманнисенчен икӗ хут ытларах çул-йӗр инкекӗсене лекеҫҫӗ.
Никотин чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне кӑна витӗм кӳмест, вар-хырӑм чирӗсене те пуҫарать. Вӑл юн тымарӗсен юн таппине ӳстерет, юнри гемоглобин шайне чакарать.
Ученăйсем пирус тӗтӗмӗнчен кӑларнӑ бензопирен веществине лаборатори чӗрчунӗсен ӳтне кӗртсе пăхнă. Унӑн пӗчӗк дози те – 2 миллиграмм – усал шыҫӑ кăларса тăратнă. Пирусри сӑмала рак аталанӑвне хӑвӑртлатать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев