Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пирĕн юханшыв

Глеб Айкин, Аслă Аксу тулли вăтам шкулăн 4 класĕнче вĕренекен

Манăн тăван ял — Аслă Аксу. Вăл питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ял варрипе Аксу ятлă юханшыв юхса иртет. Вăл яла икĕ пая пайлать. Ял ячĕ те юхан шыв ячĕпе çыхăннă. 

Пирĕн юханшыв пĕчĕк юханшывсен шутне кĕрет. Вăл тарăн мар. Аксу юханшывăн тăрăшшĕ 4,5 çухрăм, унăн сарлакăшĕ 1,5 м, тарăнăшĕ 0,20 м. Вăл Юхлă шывăн юппи шутланать. Юханшывра тĕрлĕ чĕрчун пур. Унта ырашпăтри, хĕрлĕ çунат пулăсем пурăнаççĕ. Ҫуллахи вăхăтра шыв хĕрринче шапасем кваклатни те час-часах илтĕнет, шыв çийĕн тĕрлĕ шăна-пăван вĕçни те курăнать. Пирĕн юханшывра хăнтăрсем те пур. Вĕсем питĕ лайăх ишме пултаракан чĕрчунсем. Хăнтăрсемшĕн чи юратнă апат — йывăç хуппи тата çемçе йывăç.

Вĕсем хĕлле валли апатланма 10-15 кубометр йывăç турачĕ, йывăç вулли, пурăнмалли çурт хатĕрлеççĕ. Хăнтăрсем çивĕч шăлĕсемпе кăшласа пысăк йывăçсене те çăмăллăн йăвантараççĕ. Тутарстан Республикинче хăнтăрсен йышĕ нумаях мар, çавăнпа пирĕн вĕсене пӗтермелле мар, сыхласа хăварма тăрăшмалла.

Юханшывра шыв курăкĕ ӳсет. Ун таврашĕнче хăях, хăмăш, йăмра, хурăн ӳссе, таврана илем кӳреççĕ. Вырăн-вырăн юханшыв хĕррине пыма та çук, мĕншĕн тесен унта чăтлăх: йывăçсем, хунавсем ӳсеççĕ. Халь ĕлĕкхи пек выльăх-чĕрлĕх ирĕкре çӳремест, çавна пула чăтлăх вырăнсем нумайланса пыраççĕ. 

Эпир, шкул ачисем, хамăрăн юханшыв патне яланах анатпăр. Ҫулталăкăн кашни вăхăтĕнче ун патĕнче пулатпăр, эпир ăна сăнатпăр. Кĕркунне Аксăвăн шывĕ чакать, хĕлле вăл пăрпа хупланать, çуркунне унта шыв вăйлă юхать, çулла юханшыв пире хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. Ҫуркуннехи субботникра эпир ун таврашĕнчи çӳп-çапа пуçтаратпăр. Ҫуллахи лагерь вăхăтĕнче унта эпир канма, вăйăсем выляма, пулă тытма, çырла çиме, çутçанталăка сăнама анатпăр. Вĕренӳ вăхăтĕнче те час-часах юханшыв хĕрринче пулатпăр.
Хамăр ялти юханшыва яланах таса тытасчĕ. Унта çӳп-çап, хими япалисем пăрахмалла мар, ун патне велосипед, машина çума анмалла мар. Ҫутçанталăк пуянлăхне упрасчĕ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев