Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пенси ҫумне хушса тӳлени

Социаллă тема

Иждивенире пурӑнакан ҫулӗ ҫитмен е çутӗç организацийӗсен кӑнтӑрлахи уйрӑмӗсенче вӗренекен ачисем пулнă пенсионерсен страховани пенсийӗ валли палӑртнӑ тӳлеве ӳстерме ирӗк пур.  Тутарстан Республикинче ҫакӑн пек пысӑк пенсие 4 724 ҫын илет ӗнтӗ. 

Пысӑк пенсие ача 18 ҫул тултариччен палӑртаҫҫӗ. Ача вӗренӳ учрежденийӗн кӑнтӑрлахи уйрӑмӗнче вӗреннӗ тӗслӗхре, тӳлеве 23 ҫула ҫитиччен ӳстереççӗ. Вӗренӗве куçăмсăр майпа, каҫхи е дистанциллӗ формӑна куҫнӑ чухне, палӑртнӑ тӳлевӗн виҫине пысӑклатнине шута илмесӗр палӑртаҫҫӗ.

2026 ҫулта ватлӑх енӗпе страховани пенсийӗн ҫирӗп тӳлев виҫи пӗр ачашӑн 3 194,90 тенкӗпе, икӗ ачашӑн 6 389,80 тенкӗпе, виҫӗ е ытларах ачашӑн 9 584,69 тенкӗпе танлашӗ. Хушма тӳлеве ӗҫлекен пенсионерсене те, ӗҫлеменнисене те палӑртаҫҫӗ (ӗҫлекенсем валли индексацие шута илмеҫҫӗ).

18 ҫултан аслӑрах студентшăн тивӗçлӗ тӳлеве ӳстерме вӗренӳ заведенийӗнчен вӗренӳ вӑхӑтне тата кӑнтӑрлахи уйрӑмра вӗренмелли сроксене кӑтартнă справка кирлӗ. Студент официаллӑ майпа ӗҫлет, тупӑш илет пулсан вӑл ашшӗ-амӑшӗн хӳттинче пулнине çирӗплетмелле. Кун валли ашшӗ-амӑшӗн тата студент-ачан тупӑшне ҫирӗплетекен хушма документсем памалла.

«Ачисемшӗн ытларах чухне пенсионерăн  заявленийӗпе тепӗр хут  шутлаççӗ. Анчах та ачисем 2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ашшӗ-амӑшӗшӗн пенсисем ЗАГСăн патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗн даннăйӗсем тӑрӑх пурнӑҫланӗҫ. Апла пулсан, пенсионерсем клиент службисене каймасӑр, справкӑсем пухмасӑр, черетре тӑмасӑрах ӳстернӗ пенси илме пултарӗç», – тесе пӗлтерет   Тутарстан Республикинчи Социаллӑ фонд уйрӑмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев