Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пахчари кӑткăсенчен мӗнле хӑтӑлмалла?

Пахчаçă

Эсир те ҫак мерăсемпе усă курма пултаратӑр.

Пахчари улма-ҫырла йывӑҫҫисене тимлӗн пӑхса тухӑр, йывӑҫ-тӗм вуллисем ҫинче кӑткӑсем чупсан, часах вӗсем ҫинче симӗс, хура пыйтӑсем курӑнӗҫ. Сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешме кӑларнӑ «симӗс супӑньпе» туратсен вӗҫӗнчи пыйтӑсене ҫуса тасатма пулать.

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла йывӑҫҫисене сиен кӳрекен сӑтӑрҫӑсем ан çулăхчăр тесен, кӑткӑсене пӗтерме тăрăшăр. Хӑш-пӗр пахчаҫӑ кӑткӑ йӑвисене вӗри шывпа шӑварать. Ҫак хурт-кӑпшанкӑран хӑтӑлма бор йӳҫекӗ хушнӑ эмел те пулӑшӗ. Кун валли хытӑ пӗҫернӗ ҫӑмарта сарри ҫумне аптекӑра туяннӑ бор йӳҫекӗн порошокне хушатпӑр, иретпӗр, пӗчӗк ҫаврашкасем йӗркелетпӗр. Унтан вӗсене кӑткӑ йӑвисем вырнаçнă вырăнсене хурса тухатпăр. Пӗр-икӗ кунтан вӗсем ҫухалӗҫ. Хӑш-пӗр кил хуҫи хӗрарӑмӗсем кӑткӑсене пӗтерме манна кӗрпипе усӑ кураҫҫӗ. Хурт-кӑпшанкӑ пухӑнакан вырӑнсенче ӑна хурса тухмалла ҫеҫ.

Кӑткӑсене хирӗҫ усӑ курмалли тепӗр питӗ лайӑх меслет пур: вӗсем йышлӑн тухнӑ вырӑнта вӗтетнӗ лавр ҫулҫи сапмалла. Пӗр-икӗ кунтан хурт-кӑпшанкӑ куҫ умӗнчен ҫухалӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев