Паттӑра халалласа
Хыпарсем

Паттӑра халалласа

Ильнур Давлетзянович Яфизов çуралса ӳснӗ çурт çине мемориал хăми вырнаçтарчӗç

Мероприятире хутшӑнакансем паттӑра пӗр минут шӑп тӑрса аса илчӗç, мемориал хӑми умне чечексем хучӗҫ.

Унчченрех ялсенчи хапхасем ҫине шăвăçран ӑсталанӑ Хӗрлӗ ҫӑлтӑр вырнаҫтаратчӗç. Иртен-ҫӳренсемшӗн вӑл çак ҫуртра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пурӑнать тенине е пурӑннине аса илтернӗ.

Халӗ çакăн пек ҫӑлтӑрсене мемориал хӑмисемпе улӑштарчӗç. Халиччен Чечняра, Афганистанра пурнăçӗсем татăлнă воин-интернационалистсене асӑнса, юлашки ҫулсенче ҫак список ҫумне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуç хунисен ячӗсене хушаççӗ.
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Ильнур Яфизовăн та ятарлӑ ҫар операцийӗнче пурнăçӗ татăлчӗ, ӑна асӑнса тӑван килӗнче мемориал хӑми вырнаҫтарчӗç.

Ҫак пуçару – Альберт Сулейманов ертсе пыракан чикӗ ҫарӗсенче службӑра тӑнă ҫар юхăмӗн ветеранӗсен. Ҫак кун Ильнур Давлетзяновича хисеплесе, районти ертӳҫӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, ҫамрӑк гвардеецсем, техникум студенчӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, ял ҫыннисем пухӑнчӗҫ.

Мемориал хӑмине уҫма районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумне Айрат Залялова тата ентешӗмӗрӗн ашшӗне Давлетзян Абдуллович Яфизова ирӗк пачӗç.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов:

– Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панисене, хӑйсен ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн вилнисене ӗмӗрлӗхе асра хӑварасси – пирӗн тивӗҫ. Мемориал хӑмисене вырнаçтарса, эпир вӗсен паттӑрлӑхне, хăюлăхне тепӗр хут аса илетпӗр, – терӗ.

Ҫар тивӗҫне чыслăн пурнӑҫланӑшӑн районта ҫуралса ӳснӗ Ильнур Давлетзянович Яфизов «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградăланнă.

 


Нет комментариев