Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Паттӑра асӑнса – кӗрешӳ ӑмӑртăвӗсем

Совет Союзӗн Геройне Семен Уганина асӑнса, кӗрешӳ турнирӗ иртрӗ

Матак вӑтам шкулӗнче ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем хушшинче спорт уявӗ ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑчӗ. Кӑҫал вӑл, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнӗ май, XXIII хут иртрӗ. 

Турнира Нижний Новгород облаҫӗнчи Сергач хулинчи, Чӑваш Республикинчи, Ульяновск облаҫӗнчи тата районти шкулсенчи командӑсем хутшӑнчӗҫ. Ҫав кун кавир ҫинче 100 яхӑн кӗрешӳçӗ вăй виçрӗ.

Ӑмӑрту пуҫланас умӗн район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, ентешӗмӗр, Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, «ТУС» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов, Матак вӑтам шкулӗн директорӗ Марина Ермолаева тата хӑнасем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ митингра хутшӑнчӗҫ.

Турнира уҫнӑ май, район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин ҫак мероприятие йӗркелекенсене тав турӗ, ҫамрӑк спортсменсене пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.  Ентешӗмӗр Николай Угаслов, Матак ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов тата Матак вӑтам шкулӗн директорӗ Марина Ермолаева ҫамрӑк спортсменсене сывлӑх, илемлӗ кӗрешӳ сунчӗҫ.

Кӗрешӳҫӗсем 12 виҫе категорийӗнче вăй виçрӗç, хӗрсен хушшинче те ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗç. Тӗрлӗ виҫе категорийӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрчӗç.

Призлӑ вырӑнсене йышӑннӑ ҫамрӑк спортсменсене Дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе чысларӗç.

Район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровӑн асӑнмалӑх парнине – велосипеда – кӑҫал та Матак вӑтам шкулӗн çамрăк кӗрешӳҫине Арсений Ушакова пачӗç. Турнирăн спонсорӗсем Николай Угаслов, Альберт Низамов тата Ильдар Айметов пулчӗҫ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев