Патриотла халăх пурăнать Çӗпрелӗнче
Районта «Пӗрле, Ҫӗнтерӳ патне!» ыр кӑмӑллӑх марафонӗ иртрӗ
Районти Культура çуртӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулăшу парас тӗллевлӗ пысӑках мар ыр кӑмӑллӑх концерчӗ пулчӗ.
Районти волонтерсен юхӑмне ертсе пыракан, ҫак ырӑ кӑмӑллă мероприятисемпе проектсен тӗп йӗркелӳҫи Альфия Азизова пулса тӑрать. Ҫакӑн пек масштаблӑ ыр кӑмӑллӑх мероприятине кӑҫал иккӗмӗш хут ирттерчӗç.
– Мероприятисене малалла та тӑсӑпӑр. Районта пурӑнакансене, мероприятире хутшӑнакансене, ырӑ ӗҫсем тӑвакан спонсорсене пурне те тав тӑватпӑр! Ятарлӑ ҫар операцийӗнче служăра тӑракан пирӗн каччăсемшӗн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ, – тет «Огонек доброты» волонтерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.
Асӑннӑ волонтерсен пӗрлешӗвне 2023 ҫулта йӗркеленӗ. Социаллӑ сетьсенче вӗсем хӑйсен ушкӑнӗсене йӗркелесе, пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пухнӑ. Паян ҫак пӗрлешӳ ретӗнче республика тулашӗнче пурӑнакан пирӗн ентешсем те пур, вӗсенчен кашниех ҫар ҫыннисене тӗрлӗ пулӑшу парать.
Пӗрлешӳ районти ялсенче паянхи лару-тӑрупа сӳрӗк пулман ҫынсене те хӑй тавра пухрӗ. Ӑна тӗпе хурса, темиҫе ялта маскировка сетки çыхакан, окоп ҫуртисем тӑвакан, килти лапша касакан волонтерсен ушкӑнӗсем пулса кайрӗç.
Ыр кӑмӑллӑх мероприятийӗнче организаци ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллашма май пулчӗ. Районти Культура çуртӗнче мероприятие килнисене маскировка сетки ҫыхма, окоп ҫуртисем тума вӗрентрӗҫ. Ачасемпе ҫамрӑксем пур кӑмӑлтан «Салтак ҫырӑвӗсем» ҫырчӗç, хӳтӗлев талисманӗсем турӗç. Ҫапла вара мероприятие хутшӑнакан кашни ҫын кӑмӑлне каякан ӗҫ тупса, ҫутӑ пурнӑҫшăн çӗршыв хуралӗнче тăракан çар çыннисем валли хӑйсенчен пай кӗртме пултарчӗç. Паллах ӗнтӗ, ыр кӑмӑллӑх марафонӗ укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне те шута илет, кӑмӑл тӑвакансем ҫакăн пек пулăшу та пачӗç.
Мероприяти районта пурӑнакан тӗрлӗ ӑру представителӗсене пӗрлештерчӗ. Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Дилюза Азизова ертсе пыракан кӗмӗл волонтерсем марафон хӑнасене тутлӑ апат-ҫимӗҫпе, вӗри чейпе, икерчӗпе сăйларӗç. Аслă çулсенчисем ҫак кун сцена ҫинче те пултарулӑх номерӗсем те кăтартрӗç.
Ыр кӑмӑллӑх марафонӗ пултарулӑх коллективӗсен, çутӗç учрежденийӗсен представителӗсен, шкул ачисен сӑмахӗсемпе тулли пулчӗ. Çар çыннисене халалласа сцена ҫинчен патриотла юрӑсем, сӑвӑсем янӑрарӗҫ, ташӑ номерӗсем те пулчӗҫ.
Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗн пуçлăхӗн çумӗ Рамиль Низамов тата ҫар юхăмӗн ветеранӗ, «Форпост» организацийӗн ертӳçи Альберт Сулейманов салтаксен паттӑрлӑхӗ ҫинчен калаçрӗç, район çыннисене тав турӗҫ.
– Пӗрле чухне – эпир вӑйлӑ, – терӗҫ вӗсем.
Мероприятие вӗҫленӗ май, ҫар ҫыннисене хастар пулӑшакан волонтерсене Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.
Справка
«Огонек доброты» волонтерсен пӗрлешӗвӗ ятарлӑ ҫар операцийӗсенче служить тăвакан каччăсем валли 17 маскировка сетки çыхнă, 8600 окоп ҫурти тунӑ. Пӗрлешӳ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине 37. гуманитари пулӑшӑвӗ янӑ. «Огонек доброты» районти «Пăшăрхану» центрӑн ҫемьепе ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗн специалисчӗсене, ҫавӑн пекех Упи, Хулаçырми, Матак, Хурăнвар-Шăхаль, Кӗҫӗн, Аслă Чăнлă тата ытти ялсенчи волонтер ушкӑнӗсене пӗрлештерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев