Патриотизм тӗслӗхӗ
Пирӗн геройсем!
Леонид Игнашев ятарлӑ ҫар операцине малтанхи кунсенчех хутшӑнать.
Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Уйрӑм мобилизаци шайӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине каять. Паттӑрлӑх тӗслӗхӗ кӑтартать, панă çар заданийӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.
Паттӑрлӑхпа харсӑрлӑхшӑн темиҫе наградӑна тивӗҫлӗ пулать. Вӗсен хушшинче: «Инкеке лекнисене ҫӑлнӑшӑн», «Çар паттӑрлӑхӗшӗн», II степеньлӗ «Çар паттӑрлӑхӗ» медальсем, ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен медалӗсем пур.
Ҫак кунсенче Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Ринатович Гафаров ячӗпе ентешӗмӗр службӑра тӑракан мотострелоксен полкӗн командованийӗнчен Тав ҫырӑвӗ килнӗ. Ҫак ҫырура Леонид Витальевич Игнашева чăн патриотизм туйăмлă пулнăшăн тав сăмахӗсем пӗлтернӗ.
Полк командирӗ подполковник А.Фунцев пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ентеш хӑй умне лартнӑ тивӗçсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.
«Пирӗн мӑн асаттесен паттӑрлӑхӗпе пирӗн ҫӗршывӑн аслӑ историйӗ ҫырăннӑ. Ентешӗрӗн ҫар служби ҫитӗнекен ӑрушӑн чӑн-чӑн патриотизм тӗслӗхӗ пулса тӑрать», – тенӗ Тав ҫырӑвӗнче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев