Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Парне трагедие ан çаврăнтăр!

Тимлӗ пулăр!

Ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта мотоциклсемпе, питбайксемпе, уйрăм мобильлӗ ҫӗнӗ хатӗрсемпе çӳрекенсен шучӗ ӳсет.

Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ҫакӑн пек хӑрушӑ транспорт хатӗрӗсем парнелет. Анчах ҫакӑн пек кашни парнешӗн ашшӗ-амӑшӗсен хӑйӗн ачин хăрушсăрлăхӗшӗн ӑнлă яваплӑхра  пулмалла!

Час-часах, ҫул ҫитмен машина çӳретекенсем, ҫул ҫине элементарлӑ çӳремелли  хӑнӑхусемсӗр те тухаҫҫӗ, ҫакӑ вара трагеди патне илсе ҫитерме пултарать!

– Шел те, ашшӗ-амӑшӗ ачисем питбайкпа ӑҫта ҫӳренине час-часах пӗлмест. Асăрта тытăр, питбайк вӑл – спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма палӑртнӑ спорт хатӗрӗ. Унпа  ятарлӑ трассӑсенче кӑна усӑ курма палӑртнӑ,  автомобиль ҫулӗсемпе ҫӳреме пачах чарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн ачасене ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, вӗсене мототранспортпа çӳреме ирӗк памалла мар! Пӗр нимӗнле питбайк та, скутер та, мопед та сирӗн ачӑрӑн пурнӑҫне тӑмасть! – тесе аса илтерет Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Михайлов.

Раҫҫей Федерацийӗн ҫул-йӗр правилисен 24.1 статйипе килӗшӳллӗн 14 ҫултан кӗҫӗнреххисене велосипедсемпе ҫулсем тӑрӑх ҫӳреме чараҫҫӗ, мопедпа 16 ҫултан кăна çӳреме ирӗк параççӗ.

Унсӑр пуҫне, ҫул ҫитмен водителе тытса чарсан ашшӗ-амӑшне (законнлӑ представительсене) ҫул ҫитменнисене пăхса ӳстермелли тата воспитани памалли тивӗҫсене пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ (РФ Коапӗн 5.35-мӗш статйин 1-мӗш пайӗ), ачасене вара хӑйсене профилактика учетне тӑратӗҫ.

Районти тӗп патшалӑх автоинспекторӗ ачасене кирек мӗнле транспорт хатӗрӗн уҫҫине те алла илме ирӗк пама хушмасть. Мопедпа, скутерпа  тата мотоциклпа тивӗҫлӗ законлă прави, машинӑпа ҫӳреме хӑнӑху пулмасан çӳреме чармалла. Ашшӗ-амӑшӗн контролӗ – ачасен хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев