Панулми Сăпасӗ кӗркунне çитнине тата ҫутҫанталӑк улшӑнассине пӗлтерет
Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Культура ҫурчӗн территорийӗнче пӗрремӗш хут Панулми Сăпасӗн кунне халалланă уяв иртрӗ.
Мероприяти программине ертсе пыракансем Вероника Архиповапа Наталья Макарова ҫак православи уявӗ пирки хутшăнакансене кӗскен аса илтерчӗç. Халӑх паллисем тӑрӑх, Панулми Сăпасӗ кӗркунне çитнине тата ҫутҫанталӑк улшӑнассине пӗлтерет. Уява йӗркелекенсем халӑх йӑли-йӗркисен атмосферине ҫӗнӗрен тума, тӗрлӗ ӑру представителӗсене пӗрлештерме тӑрӑшрӗҫ.
Ӗлӗк-ӗлӗкрен Панулми Сăпасĕччен панулмие ҫиесси килӗшӳсӗр тесе шутланӑ. Ҫак кун панулмисене чиркӳре сăваплаççӗ.
Уява хутшӑнакансем пӗрлехи сӗтел патне хӑйсен кучченеҫӗсемпе килнӗччӗ. Сӗтеклӗ панулмисем, панулми кукӑлӗсем, пахчаҫимӗҫ, салатсем, ҫырласемпе пылак ҫимӗҫсем уяв сӗтелӗн илемӗ пулчӗç. Кашни кил хуҫи арӑмӗ хӑйӗн апат-ҫимӗҫне хатӗрлес вӑрттӑнлӑхсемпе хаваспах паллаштарчӗ.
Программӑн тӗп пайне клуб директорӗ Наталья Макарова ертсе пыракан «Калинушка» ансамбль тата «Йӗлме» фольклор ушкӑнне хутшӑнакансем йӗркелерӗҫ. Ялти Культура çурчӗн хӑйпултарулӑх хастар членӗсем – гармонистсем Геннадий Карсаковпа Виктор Пришельцев уйрӑмах хавхалануллăн культура программине хута ячӗҫ. Уявра виҫӗ ӑру представителӗсем хутшӑнчӗҫ, вӗсен хушшинче шкул ӳсӗмӗнчи ачасем, аслисемпе ватӑсем. Аслӑ çулсенчи хутшӑнакансенчен пӗри 85 ҫулти Мария Евграфова хаваслӑн такмаксем парнелерӗ. Ҫавӑн пекех, Мускавран килнӗ хӑна (вӑл хӑйне Николай тесе паллаштарчӗ) пысӑк интереспе хутшӑнчӗ, вӑл халӑх артисчӗсене пысӑка хурса хакларӗ, уяв ҫинчен видеоролик ӳкерчӗ, ҫак вӑхӑт тӗлне пирӗн яла ҫитес ҫул та килме шантарчӗ.
Программа вӗҫӗнче пурте вӑйӑ картине тăчӗç, чӑваш тата вырӑс юррисене юрларӗҫ, купӑс каланă кӗвӗпе ташларӗҫ, такмаксем те пулчӗç, ҫавӑн пекех, авалхи тата тӗрлӗ халӑх вӑййисене те вылярӗç.
Пирӗн мӑн асаттесен халӑх календарӗпе ҫыхӑннӑ ҫакӑн пек культура уявне малашне те тӗрлӗ ӑру представителӗсене явӑҫтарса ирттермелле тесе шутлатӑп, ҫакӑн пек мероприятие йӗркелесси йӑлана кӗтӗрччӗ.
Нет комментариев