Алешкин-Саплăк ялӗнче «Паттӑрсен аллейи» мемориал уҫӑлчӗ
Мемориал комплексӗн тӗп тӗллевӗ – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑрсен ҫутӑ астăвăмне упраса хӑварасси, ӑна малалла та ăрусене парса пырасси.
Алешкин-Саплăк ялӗ хӑйӗн паттӑр ывӑлӗсемпе мăнаçланать. Ҫак тӑрӑхран ҫӗршывăмăрăн ырлӑхӗшӗн, ҫутӑ пурнӑҫшӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннисем, вӑрҫӑран таврӑнманнисем, ун хыҫҫӑнхи ҫар юхăмӗсенче хутшӑннисем сахал мар. Паян вӗсен паттӑрлӑхне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсем малалла тӑсаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ мемориал комплексӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче Тӑван ҫӗршыв умӗнчи ҫар тивӗҫне паттӑррӑн пурнӑҫланӑ Валерий Геннадьевич Григорьева, Иван Ильич Кудряшова, Никита Борисович Кудряшова тата Петр Геннадьевич Шадрикова халăх асӗнче ӗмӗрлӗхе асра хӑварӗ.
Ял ҫыннисем уйрӑмах Виктор Маркова, Борис Кудряшова, Альфред Хайруллина, Олег Журавлева тав тӑваҫҫӗ, вӗсем асӑну комплексӗ тӑвас шухӑшран пуҫласа мемориала çӗклеме укçа-тенкӗн чылай пайне хывнӑ.
Анчах чи пӗлтерӗшли: пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме ытти ырӑ ял ҫыннисем те хутшӑнаҫҫӗ – хӑшӗ техникӑпа, хӑшӗ ӗҫпе. Ял ҫыннисем хальхи ҫӑмӑл мар вӑхӑтсенче те пӗрлехи тӗллевсемпе пӗр пулса пурӑннин тӗслӗхӗ ку. Палӑртса хӑварар: мероприяти ял уявӗ майлӑ иртрӗ.
Мемориал комплексне уҫнӑ ҫӗрте район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, вилнӗ ҫар ҫыннисен ҫывӑх ҫыннисем, шкул ачисем, ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.
Мероприятие хутшӑнакансем монументсем умне чечексем хучӗҫ, вилнӗ ентеш-салтаксене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Василий Степанович Дементьев ячӗллӗ Алешкин-Саплăк пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗренекенсен сӑмахӗсенче паттӑрсен ячӗпе гимн янӑрарӗ.
Алексей Ярухин ял ҫыннисене паттӑрсен ятне ӗмӗрлӗхе асра хӑварас пуҫарăвӗсемшӗн тав сӑмахӗ каларӗ, мемориал тӑвас ӗҫе пысӑк пай кӗртнисене район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене пачӗ.
Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев вара ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑннӑ Олег Журавлева, Валерий Кудряшова, Владимир Клементьева, Валерий Кузнецова, Павел Кудряшова Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртрӗ. Олег Журавлевпа Валерий Кудряшов та «Çар юхăмӗн ветеранӗ» медальсене тивӗҫлӗ пулчӗç. Вӗсене ҫар юхăмӗн ветеранӗсен обществăлла организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов пачӗ.
Ҫар юхăмӗн ветеранӗ Альберт Сулейманов ҫарпа патриотизм туйăмлă мероприяти пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Çар ҫыннисен ятӗнчен Никита Кудряшовӑн аппăшӗ Оксана Калмыкова пурне те тав сӑмахӗ каларӗ.
Петр Артемьев, Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ:
– Çӗршывӑмăрăн чаплă историйӗ миллионшар çынсен кун-ҫулӗнчен, вӑрҫӑ хирӗсенче пуҫ хунӑ, ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ паттӑрсен паттӑрлӑхӗнчен тӑрать. Ял варринче вырнаҫнӑ ҫак мемориал – Тӑван ҫӗршывăн ырлăхӗшӗн ҫапӑҫнӑ паттӑр ывӑлӑмӑрсене чысламалли, асаилӳсене çӗнетмелли вырӑн пулса тӑрӗ.
Нет комментариев