Паянхи кунпа телейлӗ
Хыпарсем

Паянхи кунпа телейлӗ

Ветеран

Каусария Сибгатулловна Фахрутдинова Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл 5 ҫулта çеç пулнӑ. Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнать.

Ачаранах выҫлӑха, пурнӑҫри мӗнпур йывӑрлӑха туйса, ӗçе хăнăхса ӳсет. Ҫавӑнпа нимӗнле йывăрлăх та ăна хӑрамасть. Колхозра тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ çумлать. 

Хăйӗн ялӗн каччипе çемье çавăрать. Унăн мăшăрӗ те ӗмӗрӗ тӑршшӗпе выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче вăй хунă, лашасем  пăхнă.
Каусария аппан хуйхи те пысăк пулнă, виҫӗ ачи пурнăçран уйрăлса кайнă. Паян ывӑлӗ Фарит тата хӗрӗ Фарида – ашшӗ-амӑшӗн тӗп тӗрекӗсем. 

Мӑшӑрӗпе Сахау пиччепе пӗр сукмакпа утма пуçланăранпа 70 ҫул çитнӗ! Вӗсене социаллӑ ӗҫчен Гульнара Нуруллова, ялта пурăнакан кинӗ Гулюса та пулăшса тăраççӗ, ывӑлӗпе хӗрӗ те час-часах килеҫҫӗ. Йӑх-несӗле тӑсакан 9 мӑнукӗ, 5 кӗçӗн мӑнукӗ хăйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарса тăраççӗ.

Ӑна 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Раимов килнӗччӗ. Хӑнасем ӑшӑ сунăмӗсене каларӗç, уяв ячӗпе парнесем пачӗҫ.


Нет комментариев