Ҫӳп-ҫап пусса кайнă: Кам айăплă?
Контейнерсем тавра йывӑҫ тата строительствăран юлнă материалсене пуҫтарасси регион операторӗн тивӗҫне кӗмест
Паллӑ ӗнтӗ, контейнерсене йӑлари хытӑ каяшсене тăкма чарнаççӗ. Ҫӳп-ҫап контейнерӗсене тата вӗсем тавра сад-пахчари каснӑ йывӑҫ турачӗсене, хăрнă йывӑҫсене, строительство материалӗсене пăрахма юрамасть.
Районта коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухассишӗн УК «ПЖКХ» регионти обществăн операторӗ яваплӑ. Вӗсем 2 единица техникăпа 100 яхӑн контейнер площадкинчен ҫӳп-ҫап турттараҫҫӗ.
Каяшсене ҫирӗплетнӗ графикпа турттараҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗсене те техника палӑртнӑ кунсенче тухса ҫӳп-ҫап тултарнă михӗсене пуҫтарать.
Ҫӳп-ҫапа турттарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем яланах пур. Уйрӑмах ҫуркуннепе кӗркунне аван мар пулӑмсем палӑраҫҫӗ. Çакă вӑл – вырнаҫтарнӑ контейнерсене йăлари хытӑ каяшсене пăрахас вырăнне, йывӑҫ турачӗсене, строительство материалӗсенчен юлнă япаласене пӑрахни. Хӑшӗсем, пӗтӗмлетсе каласан, контейнер çумне ҫеҫ пушатса хăвараççӗ.
Урамсенчи контейнерсем ҫӳп-ҫаппа хупланнине регионти операторсем айăплă тетпӗр тата. «Маттур кăна» вăрçса та илетпӗр. Ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттармаҫҫӗ имӗш, вӑл йӑваланса выртать ... Ҫакӑншӑн вӗсем кăна айӑплӑ-и?! Паллах, ҫук...
Ан манăр – ҫакӑн пек ҫӳп-ҫапа техникӑпа тиесе каясси регионти операторăн тивӗҫне кӗмест. Контейнерсене пире пурсӑмӑра та хамӑр пурӑнакан вырӑна таса тытма меллӗ пултӑр тесе лартнӑ. Пирӗн вара вӗсемпе этемле усӑ курмалли ҫеҫ юлать.
Ҫак кунсенче районти ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тавра пӑхсан кашни иккӗмӗшӗнче маларах илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсене курма пулать. Контейнерсен таврашӗн территорийӗ кивӗ пӗренесемпе, хӑмасемпе, каснӑ йывӑҫ турачӗсемпе хупланнӑ темелле. Вӗсене садра ятарласа тунӑ пичкере е мунчара ҫунтарсан аван пулмӗ-и вара?! Паллах, кун пек чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн хӑш-пӗр правилисене уҫӑмлӑн пӑхӑнмалла.
Сӑмах май, контейнерсем таврашӗнчи территорие тирпейлеме районти «Данадис» тата «Фламинго» организацисене явӑҫтараҫҫӗ. Çӳп-ҫапа пуçтарса, турттарса каяççӗ кăна, контейнер тавра тепӗр куннех каллех ҫавнашкалах лару-тăру килсе тухать.
Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов ҫавна май тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнассине пӗлтерчӗ.
– Эпир ку лару-тӑрупа нумай ҫул кӗрешетпӗр, анчах улшӑнусем ҫук. Кӑнтӑрла контейнер таврашӗсене тасатаҫҫӗ, ир енне вӗсене каллех тултарса хураççӗ, ҫӗрле турттараҫҫӗ. Çурт, кил умне тасатни, тирпейлени – питӗ тӗрӗс те кирлӗ ӗҫ, çав вăхăтрах урама та, камăн-тăр ҫурчӗ умӗнче тӑракан, контейнер площадкисене те йӗркеллӗ тытасчӗ. Йывӑҫ юлашкийӗсене, строительство материалӗсене, кивӗ сӗтел-пукана ӑҫта та пулин илсе кайма май ҫук-тӑк, урамсемпе таврари ҫынсем пӗрле пухӑнса ятарлӑ техника чӗнтерме пулать. Кун валли пирӗн пата вырӑнти уйрӑма кайма, е «Данадис», «Фламинго» организацисене шӑнкӑравлама пулать. Хăйсен техника пуррисем те ҫӳп-ҫапа полигона хӑйсемех турттарма пултараҫҫӗ. Пӗрлӗх кӑна кирлӗ, пӗр-пӗрне итлеме,ăнланма пӗлни кăна кирлӗ. Йӗркене пӑсакансене вара тӑтӑшах сӑнаса тӑрӑпӑр, ҫак кунсенче кӑна икӗ кил хуҫине 3500 тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ, видеокамерӑсем те вырнаҫтарма палӑртнӑ, – тет Рамиль Низамов.
Аса илтеретпӗр, апрелӗн 1-мӗшӗнчен республикӑра санитарин икӗ уйӑхлӑхӗ пуҫланчӗ. Ҫак тапхӑрта тӑван тавралӑх, хутлăх тирпейлӗ пултӑр тесе субботниксем, тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ, тӑтӑшах рейдсем ирттерӗҫ.
Ҫутҫанталӑк, экологи тасалăхӗ чи малтан хамӑртан, обществӑран килет. Ансат та ҫӑмӑл утӑмсенчен!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев