Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Организма мӗн ҫитмест?

Çакна пӗлмелле

Е пылак, е йӳҫӗ  апат ҫиес килет. Ку витамин ҫитменнипе ҫыхӑнма пултарать.

Яланах шӑккалат ҫиес килет пулсан, организма магни ҫитмест. Вӑл мӑйӑр, хӗвелҫаврӑнӑш, улма-ҫырла, пӑрҫа йышшисенче нумай.
Ҫуллӑ апат патне туртӑнни организмра кальци ҫитменнипе пулма пултарать. Вӑл брокколире, пӑрҫа йышшисенче, сырта, кунжутра пур.

Сыр час-часах ҫиес килсен, сире фосфор ҫитмессе те пултарать. Вăл брокколире, сӗтре тата тӑпӑрчӑра нумай.
Тӗтӗмленӗ ҫимӗҫ ҫиес тетӗр пулсан организма ҫу кислоти кирлӗ. Вӑл авокадӑра, хӗрлӗ пулӑра  пур.

Енчен те сире йӳҫӗ апат патне туртать пулсан, ку сирӗн организмра С витамин ҫитменнине кӑтартакан паллӑ. Вăл лимонра, шур çырлинче, кивире, ҫӗр çырлинче, шӑлан ҫырлинче нумай.

Пылак ҫимӗҫ патне туртӑнни – глюкоза ҫитменнин палли. Финик, пыл, иҫӗм ҫырли, куккуруза унпа пуян.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев