Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Онлайн-вӗрентӳ ҫинчен

Правусене пӗл!

Онлайн-вӗрентӳ килӗшмест-тӗк укҫа-тенке тавӑрасси пирки мӗн пӗлмелле? Кун пирки ТР Патшалăх алкоголь инспекцийӗн Зеленодольск территориаллă органӗн контрольпа инспекци уйрăмӗн специалист-эксперчӗ Марат Залялов каласа парать.

– Тӗрлӗ онлайн-продуктсен популярлăхӗ, хальхи условисенче онлайн-вӗрентӳ хӑвӑрт аталанса пырать, анчах ҫакӑ тавар туянакансене сӗнекен таварсем яланах пахалӑхлӑ пуласса пӗлтермест. Калӑпӑр, эсир куçăмсăр майпа вӗренмелли программа туяннӑ, тейӗпӗр. Енчен те вӗренӳ процесӗнче вӑл сирӗншӗн юрӑхсӑрри палӑрчӗ пулсан е эсир вӗренме тытӑничченех шухӑшӑра улӑштарма шутлатăр пулсан мӗн тумалла?

Заказчик, сӑлтавне пӑхмасӑр, кирек хӑш самантра та, (РФ ГК 782-мӗш статйи, 1-мӗш п.,  потребительсен прависене хӳтӗлесси çинчен калакан законăн 32-мӗш статйи) пулӑшу парассинчен пӑрӑнма пултарать. Тимлӗ пулӑр! Предприниматель ӗҫӗ-хӗлне е унӑн уйрӑм енӗсене вӗрентекен ӗҫлӗ енлӗ Онлайн-курссене предприниматель тӗллевӗпе туяннă, ҫавна май потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен калакан закон вӑя кӗмессе те пултарать. Ҫавӑнпа та бизнес-тренинг витӗр тухма шутлатӑр пулсан, малтанласа тунӑ килӗшӗвӗн условийӗсемпе паллашар, унта мӗнле условисем пăхăннă?! Онлайн-курсшӑн укҫана каялла тавӑрассишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ самант: сире пӗр харӑс мӗнпур материалсене те кӗме май параҫҫӗ е уроксем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн уҫӑлаҫҫӗ.

1-мӗш тапхӑр: эсир ӗҫе тытӑнман-тӑк укҫа-тенке туллин каялла тавăрма пултаратӑр.

2-мӗш тапхӑр: енчен те эсир пӗтӗм курса харӑсах туяннă пулсан, анчах панӑ материалсене уҫса пăхман пулсан, е курс витӗр тухсан та вӑл сире тӳрӗ килмесен, тӳленӗ укҫана тавӑрма питӗ йывӑр пулать. Курссен пахалӑхӗ япӑх пулнине ҫирӗплетме экспертиза кирлӗ пулӗ. Кӑтартнӑ пулӑшӑва пахалӑхсӑр теме пулать, енчен те: вӗренӳ программин калӑпӑшне пӗчӗклетнӗ; вӗренӳ программин содержанийӗ маларах палӑртнӑ темӑран уйрӑлса тӑрать; вӗрентӗве актуаллӑ мар материалсемпе программӑсене тӗпе хурса йӗркелесе илсе пынă; преподавателӗн шайӗ (класӗ) калаҫса татӑлнинчен пӗчӗкрех; шантарнӑ хурав ҫукки; вӗренекенпе калаҫса татӑлмасӑр малтанах калаҫса татӑлнӑ вӗрентӳ графикне улӑштарни тата ытти те.

Ун пек чухне потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен калакан законодательствӑпа килӗшӳллӗн заказ паракан пахалӑхсӑр пулӑшу кăтартнăшăн ҫитменлӗхсене пӗтерме (кун пек май пулсан) е кăтартнă пулăшу ӗçӗн хакне чакарма ыйтма пултарать. Анчах ҫитменлӗхсене сирмен е ҫитменлӗх пирки сӑмах пырать пулсан (договор условийӗсенчен уҫҫӑнах пӑрӑнни), эсир кун пек вӗренӳрен пӑрӑнма тата тӳленӗ укҫа-тенке туллин тавӑрса пама ыйтма пултаратӑр. Килӗшӳсенчен пӑрӑнас тесен вӗренӳ программине, занятисен графикне тата ыттине ҫырса хунӑ документа ыйтма сӗнеҫҫӗ.

3-мӗш тапхӑр: енчен те курссен пӗр пайне иртнӗ пулсан, уҫман занятисемшӗн тӳленӗ укçана каялла тавӑрма правăр пур.

Укҫана тавӑрас тесен мӗн тумалла:

а) тавӑҫ (претензия) ҫырмалла. Онлайн-курссем тӗлӗшпе пур претензисене те шутласа тухмалла, ҫавӑн пекех укҫа-тенке тавӑрса памалли ытти сӑлтавсене те (курссен актуаллӑхне ҫухатни, финанс лару-тӑрӑвне улӑштарни) асӑнса хӑвармалла. Договора пӑрахӑҫлас тетӗр-и, тӳленӗ укҫана каялла тавӑрас тетӗр-и – çырса кӑтартмалла.

ӑ) тавӑҫа электрон почтӑна, ҫавӑн пекех, организацин юридици адресӗпе е уйрӑм предпринимателӗн регистрациленнӗ вырӑнӗ енӗпе хывнӑ взноссен справкипе  е шута илнипе заказлӑ ҫырупа ярӑр.

б) потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен калакан законпа тавӑҫа 10 кун хушшинче хурав парăнма тивӗçлӗ.

г) курс сутуҫи сирӗн ыйтӑвӑрсене тивӗҫтерме килӗшмесен, эсир суда тавӑҫ тӑратма пултаратӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев