Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене парнелерӗç

Çутӗç

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулăн вӗренекенӗсем районти, республикӑри олимпиадӑсенче хутшӑнса, лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ.
2025-2026 вӗренӳ ҫулӗнче кӑна хӑйсен вӗренӳ учрежденийӗсен чысне хӳтӗлесе, 231 вӗренекен тӗрлӗ предмет олимпиадисене хутшӑннӑ, 55 вӗренекен малти вырӑнсене йышӑннӑ.


Тӗрӗслевсене математикӑпа, физикӑпа, биологипе, литературӑпа, информатикӑпа, ют чӗлхесемпе тата ытти дисциплинӑпа ирттернӗ. Республика шайӗнчи олимпиадăра çак енсене: геологие, Тутарстанпа тутар халӑхӗн историне, ҫавӑн пекех, республика халӑхӗсен тӑван чӗлхисене – чӑваш, удмурт, мари, пушкӑрт тата ыттисене те кӗртнӗ.


Шкулта интеллектуаллă чемпионсене чысламалли мероприяти иртрӗ.


– Сире ҫак ҫитӗнӳсемпе чун-чӗререн саламлатӑп. Пӗлӳ пухасси мӗн тери йывӑр пулнине пурте пӗлетпӗр. Хӑвӑрăн тӑрӑшуллăхăрпа эсир шкулăра, района чыслас ӗҫе тӳпе хыватӑр. Малашне те ҫак тӗллеве пӑхӑнса пысӑк ăнăçусем тăвасса  шанатпӑр, – терӗ мероприятире шкул директорӗ Лилия Насибуллина.


Ҫак кун шкул ачисене олимпиадӑсене хатӗрлекен учительсем, ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе те уйрӑм тав сӑмахӗсем янӑрарӗҫ. Призерсене Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев