Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Октябрьтен пуҫласа ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртеççӗ

Ҫӗнӗ законсем автомобилистсене, кӗрхи призыв, бюджет тытăмӗнче ӗçлекенсене, ҫар ҫыннисене пырса тивеҫҫӗ.

Автомобильсем хакланаҫҫӗ

Сӑлтавӗ — утилизаци пухӑвӗ пысӑкланни. Çакă çӗршывра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Ют ҫӗршывсенче машина туяннӑ чухне, кивелни транспорт хатӗрне утилизациленӗшӗн малтанах тӳлесе хунине пӗлтерет. Правительство ҫак пухăва 2030 ҫулччен майӗпен ӳстерсе пырӗ. Ҫав хушӑрах октябрӗн 1-мӗшӗнчен — 70-85 процент. Ҫакӑн хыҫҫӑн кашни ҫул — 10-20%.

Автомобилистсене пӗлме

ДТП çинченхи бланкра (ӑна ОСАГОпа пӗрле параççӗ) QR-код пулать. Вӑл «Госуслуги Авто» портала кӗртсе ярать. Кунта ГАИ ӗçченне (европротокол енӗпе) хутшӑнтармасӑр аварие регистрацилемелли майсене тата йӗркесене ӑнлантарса панӑ. Палӑртса хӑварас пулать, автомобилистсем ҫак меслетпе кăмăлласах усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫей Банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхра 50-100 пин авари тӗслӗхӗ çав йӗркепе регистрациленет. Ҫак порталти мобильлӗ хушăва телефон ҫине вырнаçтарсан, çавăн урлă, кӳнӗ сиене хуплама заявление страховой компание каймасӑр кăна пама пулать.

Кӗрхи призыв тата электронлӑ повестка

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Вӑл ҫулталӑк вӗҫленичченех тӑсӑлать. Ҫар службине 18 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитнисем илеççӗ. Ҫавӑн пекех 2023 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа 27 ҫул тултаракансене, ҫар билечӗ пулманнисене, ҫар ретне чӗнсе илеççӗ. Кунта пысӑк хыпар пур. Виҫӗ пилот регионсенче — Мари Эл Республикинче, Сахалин тата Рязань облаҫӗсенче электронлӑ повесткӑсем яма тытӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн валли электронлӑ повесткӑсен реестрӗсен сайтне йӗркеленӗ. Унта Патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ кӗме пулать. Реестрта вырнаҫтарнă хыççăн, 7 кун иртсен, повестка парăннă пулса шутлать. Малашне каччăсем патне электронлӑ повесткӑсем ҫеҫ яма палӑртнӑ.

Ӗҫ укҫи тата пенси ӳсет

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫар çыннисен пенсийӗсемпе бюджетниксен ӗҫ укҫи 5,1 процент чухлӗ ӳсет. Çак мера вӑл — ӗҫ укҫин инфляцие «хӑваласа ҫитмелли» тӗллев. Уйрăммăн илсен, патшалӑх клиникисен врачӗсен, наукӑпа культура сферинче ӗҫлекенсен, музей ӗçченӗсен ӗҫ укҫи ӳсни.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев